Комментари хушас

1 Юпа, 2015

Тавралăха юратма вĕрентекен

Етĕрне районĕнчи Палтай шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Мая Германовна Шуверова хăйĕн ĕçне чунтан парăннă. Тĕрлĕ предмета ăса хывма пулăшнисĕр пуçне вăл ыркăмăллăхпа юрату урокĕсене ертсе пырать - ачасене тавралăха, тăван çĕршыва, çутçанталăка юратма, унăн илемне хаклама хăнăхтарать. Хăй чечексемпе кăсăкланнăран вĕренекенĕсене те çак ĕçе явăçтарать. Кĕркунне çитсен çулсеренех шкул пахчинче ешерекен çеçке вăрлăхне хăйсемех пуçтарса илеççĕ. Тепĕр çул çуркунне акса калча çитĕнтереççĕ.

Мая Германовна - темиçе фотокурав йĕркелÿçи те. Сăнÿкерÿ чун киленĕçĕ пулнине палăртать тăрăшуллă вĕрентекен. Çавна май «Халăх шкулĕ» журнал çулсерен ирттерекен «Ырăлăх педагогики» фотоконкурса хутшăнса кашнинчех малти вырăнсене тивĕçет. Шкулта фотокружок ертсе пырать. Ачасемпе пĕрле шкул пурнăçне, тĕрлĕ мероприятие сăнлакан «Эпир» фотохаçат кăлараççĕ.

- Хам мĕн пĕлнине çитĕнекен ăрăва та вĕрентесчĕ, - тет хастар педагог.

Нина ЦАРЫГИНА.

И.КЛОЧКОВ сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.