Фотокурав

3 Нарăс, 2017

«Тĕрĕсех тенĕ çултан пач пăрăнман…»

Шăпах çак ятпа нарăсăн 2-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕнче Геннадий Архиповăн — общество деятелĕн, журналистăн, ЧР XII суйлаври Аслă Канашĕн депутачĕн, ЧР пĕрремĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕн, Чăваш наци конгресне 16 çул ертсе пынăскерĕн — ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăçне халалланă фотокурав уçăлч

6 Юпа, 2016

Сăнӳкерчĕкре — ĕнерхи, хальхи, пуласлăх

Сăн ӳкерме юратакан çамрăксемпе фотопĕрлешӳ ертӳçисен республикăри тухса çӳрекен шкул фотоискусствăпа кăсăкланакансене виççĕмĕш хут пухрĕ. Кăçал пултарулăх лаççи Муркаш районĕнчи Ильинка шкулĕнче ĕçлерĕ.

1 Юпа, 2015

Тавралăха юратма вĕрентекен

Етĕрне районĕнчи Палтай шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Мая Германовна Шуверова хăйĕн ĕçне чунтан парăннă. Тĕрлĕ предмета ăса хывма пулăшнисĕр пуçне вăл ыркăмăллăхпа юрату урокĕсене ертсе пырать - ачасене тавралăха, тăван çĕршыва, çутçанталăка юратма, унăн илемне хаклама хăнăхтарать. Хăй чечексемпе кăсăкланнăран вĕренекенĕсене те çак ĕçе явăçтарать. Кĕркунне çитсен çулсеренех шкул пахчинче ешерекен çеçке вăрлăхне хăйсемех пуçтарса илеççĕ. Тепĕр çул çуркунне акса калча çитĕнтереççĕ.