Комментари хушас

24 Авăн, 2015

Каçару та пулин ыйтасчĕ

«Çамрăксен хаçачĕн» 36-мĕш номерĕнче /сентябрĕн 10-мĕшĕ/ «Вĕлтĕрен хушшинче тупнă «пурлăх», е Çухалнă медальсем çинчен» статья тухсан редакцие Вăрмар районĕнчи Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василий Адюков тата çав ялта пурăнакан Анна Гурьева çитрĕç. Анна статьяна вуланă хыççăн кулянса ÿкнĕ.

- Ялти çынсем хаçата вуласан медальсене манăн ывăл Даниил Гурьев вăрланă тесе ăнланнă, - терĕ вăл пăшăрханса. Анна статьяна вуласан тÿрех Василий Кузьмич патне чупнă. Статьяра ял çыннисем çухалнă медальсен йышĕнче Галина Чумычкинăнне те курнине асăннăччĕ. Çакна ял тăрăхĕн пуçлăхне ăнлантарма ыйтрăмăр. Аса илтермешкĕн пичетленнĕ статьян сыпăкне илсе кăтартар: «Галина Захаровна больницăра выртнине пула унăн медальне хĕрне Виолеттăна тыттартăм, - хуравларĕ Василий Кузьмич. Апла унăн медалĕ епле çухалнă-ха? Мĕншĕн сцена айĕнче выртнă? Ыйту хыççăн ыйту çуралчĕ пирĕн. Çакна илтсен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тĕлĕннĕ пек пулчĕ: - Чумычкинăн çухалнă-и? Вăл Гурьевсенчен инçех мар пурăнать.

Тĕрĕсех ăнлантăмăр-ши - медале Даниил Гурьев вăрланă теесшĕн мар-и? Кун пирки тĕлĕнсе ыйтсан хурав çапларах пулчĕ: Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.