Комментари хушас

26 Çурла, 2015

Юнкă каччи тĕнче стартне тухать

Раççей чемпионĕ - 50 километр утса. Çак ята тивĕçмешкĕн мĕн тери йывăр пулнине тата мĕнлерех вăй хумаллине спортăн тĕнче класлă мастерĕ Александр Яргунькин кăна пĕлет.

Муркаш районĕнчи Юнкă ялĕн каччи шкулта вĕреннĕ чухне хăвăрт утакансен спорчĕ пуррине илтмен те. Ачаран спортпа туслă пулин те. Çуран тата йĕлтĕрпе чупма юратнă, ăмăртусене хутшăннă. Анчах пурнăçа спортпа çыхăнтарас шухăш пулман.

- Алла аттестат илсен Шупашкарти 23-мĕш училищĕне вĕренме кĕтĕм. Ялти кашни çамрăк пекех ятарлă специальноç илмелле пулнă-çке. Унта та спорт мероприятийĕсенчен юлман - тĕрлĕ ăмăртура хамăр ушкăн тата училище ятне хÿтĕленĕ. Унтах эпĕ Василий Семеновичпа паллашрăм. Вăл мана утса пăхма сĕнчĕ. «Санăн пулать» тени хавхалантарчĕ-и - тренировкăна çÿреме пуçларăм, - иртнине хумханса аса илет спортсмен.

Республикăри чи паллă тренера Василий Семенова тĕл пулни çамрăкăн пурнăçне пачах улăштарнă. Ăмăртури пĕрремĕш çитĕнÿ вара Александра çунатлантарнă. Спортсмен пулас, пысăк çĕнтерÿсемпе палăрас, Олимп вăййисене хутшăнас ĕмĕт тĕвĕленнĕ чунĕнче. Малалла вулас...

Андрей МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.