Комментари хушас

7 Çу, 2015

Шăна çиен кушак тесеччĕ

Пирĕн колхоз пурччĕ. Питĕ вăйлă аталаннăччĕ, шалу тÿлетчĕ, тыр-пул, утă-улăм паратчĕ. Çавăнпах шкул пĕтернĕ хыççăн хулана каймарăм, колхозра тар тăкма тытăнтăм. Тракториста вĕренсе тухнипех çырлахрăм. Анчах çирĕп колхоз та кĕтмен çĕртен арканчĕ. Пурнăç аякри хуласене ĕçлеме çÿремешкĕн хистерĕ. Инçете çул тытакансем темиçе çул каяллах сахал мар пулнă, халĕ те çаплах. Тата халĕ вĕсен йышĕнче пикесемпе хĕрарăмсем те чылаййăн-çке.

Çапла тĕнче касса çÿрени ирĕклĕ пурăнма хăнăхтарчĕ: вăтăр урлă каçрăм пулин те авланмарăм. Яла аттепе анне патне хутран-ситрен кайса çÿренипех çырлахрăм. Хĕрсем пулман мар паллах. Хăшĕ-пĕри хăех качча илме ыйтатчĕ. Эпĕ пĕринпе те çулталăкран ытла çÿресе курман. Пĕрне пăрахса тепринпе çĕнĕ киленĕç шыранă пуль. Хĕрсемшĕн укçа шеллемен эпĕ, çавăнпах-тăр ман тавра вĕсем ушкăнĕпех явăнатчĕç. «Хама хам мухтамасан кам мухтать», - тени мар. Чăнах та, сăн-питĕмпе, илемлĕ йăл кулăпа çавăрттармалли арçын эпĕ. Стройкăра хул-çурăма çирĕплетнипе ÿт-пĕвĕм те спортсменăннинчен кая мар. Ман хыçран майрасем те чупатчĕç. Хăшĕ-пĕри çинчен каласа кăтартас килет.

Пикесенчен кашни мĕнпе те пулин уйрăммăн килĕшетчĕ. Мускав хĕрĕ Марина пиçсе çитнĕ ыраш ани пек хумханакан çÿçĕпе ухмаха кăларатчĕ. Телекуравпа пĕр-пĕр сăрă е шампунь рекламăлаканăн çÿçĕ еплерех илемлине кашниех асăрханă ĕнтĕ. Çав майрасенни пекехчĕ унăн вăрăм çÿçĕ. Марина мана видеороликсенче ÿкерĕнни пирки шарламан. Черетлĕ ĕçе хутшăнма ăна вăрăм çÿçне кастарса çĕнĕ прическа тума хушнă. Хайхискер пĕр сăмахсăрах килĕшнĕ. Мускавра тĕл пулма калаçса татăлнă вырăнта чун савнине çур сехет ытла кĕтрĕм. Лешĕ вара манăн умрах çÿренĕ. Эпĕ ăна палламан та. Марина кĕç-вĕç çитĕ те юттипе тăнине асăрхасан çаврăнса утĕ тесе çав майрана куç хĕсрĕм çеç. Тĕттĕм куçлăх тăхăннăран, прическăна улăштарнăран паллаймарăм ăна. Ман тавралла çур сехет ытла явăнса çÿренĕ пике пычĕ те: «Мĕн юттисене куç хĕссе тăратăн?» - тесе куçлăхне çамка тăррине лартрĕ. «Ай, паччушки», - теме кăна пултартăм. Çыхланнă чĕлхе салтăнсан Маринăна ятлама пикентĕм. Вăрăм çÿçе кастарса мана çухатнине ăнлантартăм. «Чунăмçăм, хальхи вăхăтра кĕске çÿçе наччасрах ÿстерме пулать. Ан пăшăрхан. Илем салонне паянах кайăп та çÿçе вăрăм çитĕнтерĕп. Ыран сан ума малтанхи Марина тухса тăрĕ», - терĕ. «Э, апла юратнă çыннăм çÿçне искусственнăй майпа ÿстернĕ», - шухăшларăм эпĕ. Хам кăмăлсăрланнине, Маринăпа тек туслă маррине пĕлтерсе çаврăнса утрăм. Тĕнчере вăрăм çÿçлĕ майра сахал-им?

Арçынсем Инди кинофильмĕсене ытлах пăхмаççĕ. Эпĕ вĕсене курма юрататăп. Голливуд çăлтăрĕсем, уйрăмах пикисем, ытла та чипер-çке. Пысăк кăкăрне уççăн кăтартмаççĕ пулин те кĕпе айĕнче пытаннăскере пăхса тăранаймастăн. Ун пекки çинчен ĕмĕтленмелли кăна юлать пуль тенĕччĕ. Çук, йăнăшрăм. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.