Ырри чĕмсĕр

7 Çу, 2015

Шăна çиен кушак тесеччĕ

Пирĕн колхоз пурччĕ. Питĕ вăйлă аталаннăччĕ, шалу тÿлетчĕ, тыр-пул, утă-улăм паратчĕ. Çавăнпах шкул пĕтернĕ хыççăн хулана каймарăм, колхозра тар тăкма тытăнтăм. Тракториста вĕренсе тухнипех çырлахрăм. Анчах çирĕп колхоз та кĕтмен çĕртен арканчĕ. Пурнăç аякри хуласене ĕçлеме çÿремешкĕн хистерĕ. Инçете çул тытакансем темиçе çул каяллах сахал мар пулнă, халĕ те çаплах. Тата халĕ вĕсен йышĕнче пикесемпе хĕрарăмсем те чылаййăн-çке.