Комментари хушас

30 Ака, 2015

Хресченĕн чун-чĕрин тĕнĕлне хавшатмалла мар!

РОБЕРТ ИГНАТЬЕВИЧ ПЕТРОВ

1951 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Хурăнсур Çармăс ялĕнче çуралнă. Шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Казахстанра водителе вĕреннĕ. Таврăнсан Совет çарне кайнă - салтак тивĕçне Германире пурнăçланă. 1975 çулта çемье çавăрнă хыççăн Коми республикинче икĕ çул пурăннă. Ватлăх кунĕсенче амăшне йывăр пулать тесе яла таврăннă, экспедиторта, ÇСМ /çунтармалли-сĕрмелли материалсем/ заведующийĕнче, ферма заведующийĕнче, ял Канашĕн председателĕнче, ПСО пуçлăхĕнче, 1993 çулта "Янгорчино" колхоз пайлансан "Хорнзор" хуçалăхăн тĕп инженерĕнче вунпĕр çул ĕçленĕ. Вăрнарти совхоз-техникумра заочно вĕреннĕ, агроном специальноçне илнĕ.

2003 çултанпа - Тулли мар яваплă "Санары” агрофирма генеральнăй директорĕ.

Пĕтĕм Союзри социализмла ăмăртура çĕнтернĕ /1976/, "Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ /2009/.

- Роберт Игнатьевич, ялхуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен Вăрнарта иртнĕ уявĕнче Дипломсемпе парнесем илме сцена çине темиçе хутчен те хăпартăр. Пĕлтĕр хăш енĕпе чи лайăххисем пултăр?

- Тĕштырă тухăçĕпе - иккĕмĕш, çĕрулмипе - пĕрремĕш. Шалу, налук тÿлессипе те эпир районта малтисен йышĕнче. Çавăнпа банксен, республика шайĕнчи организацисен наградисене те тивĕçрĕмĕр.

- Уявра сирĕн специалистсене чысланине те курса ларма кăмăллă пулчĕ. Меллĕ самантпа усă курса вĕсене те ырă сăмахпа хавхалантарар-ха.

- Агрофирмăра нумай çул тăрăшса ĕçлекенсене халăх умне чĕнсе кăларса хаклă парнесем панăшăн хам та питĕ савăнтăм. Ара, хуçалăх ырлăх-пурлăхне коллективри çынсем вĕт тăваççĕ. Хисепе тивĕçнисен йышне Алевтина Федорова бригадира, Алексей Шашков, Олег Яковлев, Владимир Крипчаков механизаторсене кĕртни тĕрĕс тесе шухăшлатăп. Мĕншĕн тесен хăйсен ĕçне вĕсем яланах тĕплĕ пурнăçлаççĕ.

- Ÿсентăран отраслĕнчи чи пирвайхи культурăсем тĕлĕшпе мала тухнине шута илсен хыçа юлнă çулталăк сирĕншĕн ăнăçлă пулни нумай сăмахламасăрах паллă. Калăр-ха, таса тупăш мĕн чухлĕ пуçтарăнчĕ? Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.