- Чăвашла верси
- Русская версия
Сывлăм шывĕ пек сиплĕ тумламсем
«Пичче çырать, унăн кăранташ пур. Манăн та тем пек çырас килет, анчах кăранташ çук. Пиччерен ыйтас — вăл та параймасть: вĕсене шкулта кашни ачана çуршар кăранташ кăна татса панă.
Акă пĕррехинче пичче хут çине çын кĕлетки ÿкерме тытăнчĕ. Çÿçне сăрласа ларнă чух пăт-тăрт! туни илтĕнчĕ. Кăранташ вĕçĕ хуçăлчĕ хайхи. Куçран çиллессĕн пăхрĕ те кăранташ вĕçĕпе çамкаран кăт! тĕкрĕ: «Кай кунтан!» — терĕ. Кăранташ вĕçĕ эпĕ ăмсанса пăхса ларнăран хуçăлчĕ терĕ пуль-и?
Кăшт пăрăнтăм. Анчах хуçăлнă кăранташ вĕçĕ çинчен куçа илместĕп. Вăл алă чĕрнинчен те кĕскерех. Пичче ăна урайне ывăтса ярасса кĕтетĕп эпĕ. Ÿксенех вăл манăн пулать.
Ай-яй, часах хамăн тăвасшăн! Пичче ăна ывăтса яма мар, сумкăра илсе çÿрекен пĕчĕк ещĕкнех чиксе хучĕ», — çырать Степан Аслан автобиографилле «Ешĕл хунав пурнăçăм» повеçĕнче.
Çапах кăранташлă пулмалли мел шыраса тупать вĕренме ăнтăлнăскер. Ашшĕ мунча кĕрсен çитерекен сахăр катăкне çимесĕр пуçтарса хурать. Тепĕр кун ăна пиччĕшне кăтартса астарать. Кăранташ вĕçĕпе улăштарать пылака. Çăка патакки вĕçне майлаштарса лартать.
«Хут илсе çырса пăхрăм — чиперех çырать! Савăннипе ниçта кайса кĕрейменрен шăл çыртса чĕтренсе илтĕм. Эпĕ те пичче пекех кăранташлă пултăм, куртăр-и?..»
Тăватă çулта чухнех пиччĕшĕ çумне явăçкаласа вулама-çырма вĕреннĕ Степан Степанович. Çавăнтанпа вара кĕнеке тени унăн аллинчен кайман, пурнăçĕнчи чи çывăх юлташĕ пулса тăнă. Ахальтен мар вăл паллă прозаик, очеркист, кулăш ăсти ятне тивĕçнĕ.
«Совет апачĕ»
Степан Аслан 1917 çулта Канаш районĕнчи Тури Сурăм ялĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă.
«Тăвăллă... 1917 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче пĕчĕк çеç тăвăр пÿртре пуçламăш хут манăн сассăм илтĕннĕ.
Çирĕммĕш çулсен пуçламăшĕнчи хаяр выçлăха лайăх ас тăватăп. Темшĕн аса кĕрсе юлнă вăл мана. «Совет апачĕ» çиме кайсан, хырăм ытла та выçăран хам васканипе пулас ĕнтĕ, пыра пулă шăмми тăрăнтарса лартнăччĕ. Епле манăн-ха çав йывăр кунсене?» — çырнă Степан Аслан 1972 çулта.
Вĕренес туртăм хăвачĕ
Питĕ вĕренес килнине нихăçан та пытарман вăл. <...> Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан Степан Степанович Шăхасанти колхоз çамрăкĕсен шкулне вĕренме кĕрет. Кĕркуннепе çуркунне сакăр çухрăма кашни кун çуран хутланă вĕсем, хĕлле кăна хваттере кĕнĕ.
Хĕллехи шартламара пит-куçне тăм илни те, аслатиллĕтăвăллă çумăр айне пулса сехрине хăпартни те, кĕперсĕр çырмара çурхи шывпа юхса кайма пуçлани те — нимĕн те вĕренес ĕмĕт çулăмне сÿнтерме пултарайман.
«Пире, ĕлĕкрен юлнă тĕттĕм, çăпаталлă чăваш ачисене, çутă пурнăç малалла туртатчĕ. <...> Çамрăксене çĕнĕ пурнăç тума çапла чĕннĕ вăл», — аса илнĕ çамрăклăхне пултаруллă чăваш. <...>
Пĕчĕк хĕлхемрен — кăвар
«Хăçан тата мĕншĕн тытăнмалла пулчĕ-ха манăн çырас ĕçе? Творчество, пултарулăх, хавхалану, кăмăл туйăмĕ, чун туртăмĕ теççĕ — пулнă-ши вĕсем манăн, пулман-ши?
Ялта шкулта вĕреннĕ вăхăтра хампа тантăш Ваççили юлташăм /Тăван çĕршыв вăрçинче пуç хунă Василий Васькин поэт/ мана хăйпе пĕрле сăвăсем çырма хăнăхтаратчĕ. Тем тĕрлĕ шухăшласа, тинке тухиччен асапланса лараттăм вара ун çумĕнче мĕн те пулин çырайăп-ши тесе. Асапланни тарам-ха, анчах эпĕ ун чухне хам писатель пуласси пирки тĕлĕкре те тĕлленмен», — çырнă вăл пĕр аса илĕвĕнче 1979 çулта. <...>
Пурнăç чăнлăхĕ
«Кунсем-çулсем малалла чупнăçемĕн пурнăçăмра курса илтнисем, хам чăтса тÿснисем, куллен пулан-иртнисем пухăнсах пычĕç. Эппин, пĕр-пĕр пысăкрах, сумлăрах япала çырса пăхам мар-ши тесе шухăшлама пуçларăм. «Ахрат» роман валли материалсем пухрăм. Кашни произведенине çырасси — пĕчĕк-и вăл, пысăк-и — хăйне евĕрлĕ ĕç. Кирек мĕнле литература произведенийĕ пулсан та, унăн тĕп тĕшши пурнăç чăнлăхĕ пулмалла.
Ку таранччен çирĕме яхăн кĕнеке тухрĕ манăн. Вĕсенче хампурнăç пайтах ÿкерĕнсе, сăнланса юлнă», — çырса хăварнă Степан Аслан.
Кашăкран чашăк çуратса
1938 çулхи кĕркунне Степан Степанова çара илеççĕ. 1940 çулхи кĕркунне çартан таврăнсан кăштах каннă хыççăн Шăхасан районĕнчи «Вăйлă тыр-пулшăн» хаçатра ĕçлет. Вăрçă тухсан — каллех çара. Муромри çар училищинче вĕреннĕ хыççăн Свердловск хулине каять. Йывăр чирлесе больницăна лекет. Виçĕ уйăха яхăн выртнă хыççăн çар комиссийĕ ăна килне ярать. <...>
Пирвайхи романне вĕçлесен автор чылай çул Канаш район хаçатĕнче тăрăшать. «Сехмет», «Алла-аллăн», «Хăват» романсем пичетленеççĕ. Степан Аслан çапла тетралоги çыракан пĕрремĕш чăван çыравçи пулса тăрать.
«Пире юрататчĕ атте»
Ульяна Павловнăпа Степан Степанович çичĕ ача çуратса пилĕк ачине /иккĕшĕ ачаллах вилнĕ/ ура çине тăратнă. Хăй те хутла пĕлме туртăннăскер ывăл-хĕрне те вĕреннĕ çын тума тăрăшнă. <...>
Литература — пуянлăх
«Çамрăклăхпа яшлăха çамрăк юманлăхпа — туйралăхпа — танлаштарма юрать пулсан, эпĕ кунта çырса кăтартнисем, чăнах та, пурнăçăмри пĕчĕк çеç вĕтĕ тумламсем кăна. Пĕчĕк çеç вĕтĕ кăна пулсан та — сывлăм шывĕ пек сиплĕхлĕ тумламсем вĕсем», — вĕçленĕ Степан Аслан «Ешĕл хунав пурнăçăм» повеçне. <...> Тулли верси...
Комментари
Зоя семенвна
пн, 04/12/2017 - 20:59
Permalink
Чанах та пиите лайах сынче
Чанах та пиите лайах сынче Степан Аслан вал почтара еслетче ,Шуркассине пыратче хасат журналсеи илме тата пиииите хитре каласатче
Гость
чт, 07/12/2017 - 16:45
Permalink
воспоминания о дедушке
Вспоминая своего дедушку Степана Аслана, всегда на душе становится как-то тепло и светло, именно таким человеком он и был.....как жаль, что он ушел от нас так рано.....Кстати, я помню, когда он работал почтальоном, он брал меня с собой, я вместе с ним ходила по деревне и разносила корреспонденцию....
Комментари хушас