Кăçал сĕте пĕлтĕрхинчен хаклăрахпа пуçтараççĕ

Чăваш Енре сĕте хальхи вăхăтра ял çыннисенчен пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен хаклăрахпа туянаççĕ. Ака уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне унăн литрне 19 тенкĕ те 20 пуспа пуçтарнă. Ку вăл çулталăк каяллахинчен 24 процент хаклăрах.

Республикăн Ял хуçалăх министерстви ака уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 7-мĕшĕчченхи тапхăра сăнанă та çав вăхăтра сĕт хакĕ Улатăр, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри тата Тăвай районĕсенче 1 тенкĕ чакнине асăрханă.

"Агро-Инновации" унитарлă предприяти Чăваш Енри тирпейлекен предприятисем 1 килограмм сĕте ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче 22 тенкĕ те 83 пуспа туяннине пĕлтернĕ. Ку вăл çулталăк каяллахинчен 13 процент пысăкрах.

www.hypar.ru

3 Comments

Сет хаке 17 тенке

Херле Чутай районенче 17 тенкепе пустарассе!!! Меншен суяссе 19 тата 22 тенке ытла тесе?!

Чутайĕнчи сĕт хакĕ пирки

Паян эпир Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕпе Алевтина Елизаровăпа калаçрăмăр. Алевтина Викторовна сĕт хакĕ икĕ эрне каялла чакнине хыпарларĕ. Унччен 18 тенкĕпе пуçтарнă-мĕн.

Хисеплесе, "Хыпар".

Комментари хушас