Çурхи кун çулталăк тăрантарать

6 Ака, 2020

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов шăматкун районсенче пулса уй-хирти ĕçсемпе паллашнă. Паллах, меллĕ мар пуль, анчах ял хуçалăхĕнчи ĕçсене пурнăçланă чух та маскăсемпе, перчеткесемпе усă курмалла — Сергей Геннадьевич муниципалитетсен ертӳçисене хуçалăхсенче, предприятисенче сыхлăхăн çак условийĕсене пурнăçланине сăнаса тăма сĕнчĕ.

Министр палăртнă тăрăх, инфекци тапхăрĕнче те ĕçлекен АПК предприятийĕсен шутне май пур таран анлăрах палăртма тăрăшнă. Çурхи кун çулталăк тăрантарнине шута илсен, паллах, çакă вырăнлă. Чылай районта хуçалăхсем акана тухнă ĕнтĕ. Кĕрхи культурăсене те шута илсен кăçал пухса кĕртмелли тырпулăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 548 пин гектарпа танлашмалла — пĕлтĕрхинчен 6,5 пин гектар нумайрах. Ака валли вăрлăх ытлашшипех — кирлин 102% чухлĕ. Чăн та, кондициллин кăтартăвĕ пĕчĕкрех — 93% шайĕнче. Ку, ял хуçалăх ведомствин ертӳçи ăнлантарнă тăрăх, хăш-пĕр хуçалăх элита вăрлăх туяннипе, анчах ăна тĕрĕслеттерменнипе çыхăннă — çав вăрлăха та тĕпчеме памалла.

Иртнĕ çул республикăра çураки ирттернĕ май кашни гектара вăтамран 34 килограмм удобрени хывса хăварнă. Кăçал ку кăтарту пысăкланмалла — 40 килорамм патнелле. Тен, кăшт пысăкрах та пулĕ. Ака уйăхĕн варринчен тытăнса Апат-çимĕç фончĕ хуçалăхсене удобренисемпе аванс шучĕпе те тивĕçтерме пуçлать — çак майпа та усă курмалла. Министр ӳсен-тăрана хӳтĕлемелли хутăшсен хакĕсем 20% таранах пысăкланса кайни пирки пăшăрханса каларĕ. Ун шучĕпе, ку — сăлтавсăр, çавăнпа кун пирки Мускава та евитленĕ — пайташăн кăна çунакансене, тен, вырăна лартма май пулĕ. www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас