ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕн Петр Садовниковăн пултарулăх каçĕ иртрĕ

28 Кăрлач, 2019

«Сан ятупа». Çапла ят панă хăйĕн пултарулăх каçне ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Петр Садовников. Уяв кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ.

Артист ăна сцена çине тухма пуçланăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитнине халалланă пулин те 15 çул каялла йывăр чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă мăшăрĕн Ирина Садовниковăн сăнарĕ уяв каçĕнче пысăк вырăн йышăнчĕ. Юратнă çыннăн сăнарĕ паянхи кун та артистăн чĕринче упранать. Вăл ăна пурăнма, ĕçлеме пулăшса пырать тейĕн. Пултаруллă артисткăна театрăн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев та аса илчĕ. «Питĕ маттур та ăста çынччĕ вăл. Турă ăна сцена çине тухмах çуратнă. Вăл театра çĕнĕ варкăш кĕртрĕ. Кĕске вăхăт хушшинче вăл спектакльсенче тĕп рольсене выляса куракан юратăвне çĕнсе илчĕ», — аса илчĕ Валерий Николаевич.

Мăшăрне халалланă юрă /ăна Олег Кăйкăр композитор çырнă/ пур куракана та тыткăнларĕ, куçĕсене шывлантарчĕ. «Эс ман асра, юратнă чунăм, ман чĕрепе эс калаçан. Асран тухмастăн эс, ман çăлтăр, сăну-куллу каймасть асран. Ак каллех юрлатăн эсĕ, ак каллех ташлатăн эсĕ…» Ирина Садовникова шăрантарнă «Лантăшсем» юрă та куракан чун-чĕрине пăлхатрĕ. Садовниковсен пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ — халĕ ĕнтĕ ÿссе çитĕннĕ ывăлĕ Андрей те мăшăрĕпе пĕрле сцена çине тухса çывăх çыннине саламларĕç. Артистăн ашшĕ Петр Александрович та килсе чыс тунă.

Петр Садовникова депутатсем, Етĕрне районĕнчен /артистăн çуралнă тăрăхĕ/ тата Хĕрлĕ Чутайран /Ирина Садовниковăн тăван тăрăхĕ/ килнĕ хăнасем тата ыттисем саламларĕç. Вĕсем ăна театрта нумай-нумай çул вăй хурса ĕçлеме, куракансене вун-вун сăнарпа савăнтарма сунчĕç. Артист та ку пĕтĕмлетÿ каçĕ мар, пурнăçăн пĕр пысăк саманчĕ пулнине палăртрĕ. Сăмах май, Петр Петрович çак тапхăрта 70 ытла роль калăпланă.

Пултарулăх каçĕнче артистăн ачалăхне, вăл Мускавра пурăннă тапхăра аса илчĕç. Мĕн çамрăкран урхамахпа çÿреме юратнă иккен вăл, халĕ те лашасене юратать. Пĕрремĕш вĕрентекенĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Лидия Ильина Петр ача чухнех питĕ хастар та ĕçчен пулнине палăртрĕ. Ахаль ларма хăнăхманскер тĕп хулара вĕреннĕ чухне те занятисем хыççăн ĕçлеме вăхăт тупнă.

Петр Садовников вылякан спектакльсенчи сыпăксене кăтартрĕç. Уяв юрă-ташăпа пуян пулчĕ. Сăвăсем те янăрарĕç. Пултарулăх каçĕ Альбина Юрату поэтесса артиста халалласа çырнă «Эп — артист» сăвăпа пуçланчĕ. «Эп — артист! Ман пурнăçăм эс, сцена! Кунсерен васкатăп эп театр ытамне…»

www.hypar.ru

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем...

Андрей МИХАЙЛОВ. 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас