Чăвашлăхшăн тăрăшакан Юман
Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсем кăçал «Канаш» хаçатăн 25 çулхи юбилейне паллă турĕç. Хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1989 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче кун çути курнă.
- Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче облаç ĕçтăвкомĕ çумĕнче чăвашлăха çĕклес енĕпе ĕçлекен комисси йĕркеленчĕ. Мана та члена суйларĕç. Малтанхи ларурах тăван чĕлхепе хаçат кăларас ыйтăва çĕклерĕм. Пурте хапăлах пулчĕç. «Канаш» хаçат тухма тытăнчĕ вара. Çав çулсенчех телекурав та йĕркеленĕччĕ. Шел, вăл пĕр вăхăтра чарăнса та ларчĕ. Хальхи вăхăтра чăвашла кăларăмсем тухкалаççĕ-ха. Ĕлĕкхи шайпах мар çав, - иртнине аса илнĕ май палăртрĕ Анатолий Юман.
Анатолий Федорович - «Хыпарăн» тахçанхи тусĕ. Вăл Издательство çурчĕн мĕнпур кăларăмне çырăнса илет. Хайлавĕсем те Чăваш Енре тухакан хаçат-журналта час-часах пичетленеççĕ. Хăй те редакцие килсех çÿрет. Хальхинче тĕл пулсан эпир унпа чылайччен калаçса лартăмăр, кулленхи ыйтусене хускатрăмăр, малашнехи пирки те сăмахларăмăр.
«Канаш» хаçата никĕслекенсенчен пĕри пулнă май Анатолий Федоровича унăн малашнехи шăпи чăннипех те пăшăрхантарать. «Хальхи вăхăтра хаçат шанчăклă алăра, - тет вăл. - Кунта профессионал журналистсем ĕçлеççĕ. Содержани те аван. Анчах тираж çырлахтармасть. Пин те виççĕртен иртеймерĕ-ха. Облаç кĕпĕрнаттăрĕ вырăнти пуçлăхсемпе çак ыйтупа канашлу та ирттерчĕ. Тĕрĕссипе, 30 пине çитерме тĕллев лартнă. Малалла вулас...
Комментари хушас