- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăвашла вĕренессишĕн тĕнче хĕррине çитме хатĕр
Акăш, Лĕпĕш, Илемпи, Тимукка, Чарлан… Кусем ахаль сăмахсем мар, вĕсем — ятсем. Çапла, «Хавал» çуллахи лагере чăваш чĕлхине вĕренме килнисен пурин те чăн чăвашла ят пур. Ку чăвашлăха тата тарăнрах туйса илме пулăшать-мĕн. «Хавал» кăçалхипе 8-мĕш хут йĕркеленчĕ. Пирĕн чĕлхепе кăсăкланакансен йышĕ çулсерен ÿссе пыни савăнтарать. Халь-хинче 14-16 çулсенчи хĕрсемпе яшсем валли ятарлă программа та хатĕрленĕ. Çамрăксем çуллахи шкулта чăваш чĕлхипе, историйĕпе, культурипе паллашнă, акăлчан чĕлхине те вĕреннĕ, тĕрлĕ çĕршывран килнĕ çынсен лекцине итленĕ, спорт мероприятийĕсене, тренингсене, ÿнер тата пултарулăх лаççисене хутшăннă.
Ют чĕлхесемпе кăсăкланни мăшăр тупма пулăшнă
Хальхинче «Хавала» ăçтан кăна килмен-ши? Мускавран, Шупашкартан, Самартан, Саратовран, Тольяттирен, Хусантан, Ижевскран, Новосибирскран, Йошкар-Оларан тата ытти хуларан çитнĕ. Чикĕ леш енчен те чылаййăн килнĕ: Украинăран, Люксембургран, Швейцарирен, Японирен, Францирен, Норвегирен, Италирен, Испанирен, Аслă Британирен.
«Хавалти» кашни кун тухăçлă иртнĕ. Мероприятисем каçхи вунă сехетченех пынă. Хăшĕ-пĕри чăваш-лăх лагерьне пуçласа килнĕ, теприсем вара кашни çул чăваш чĕлхине ăса хывма çитеççĕ. 15 чĕлхе пĕлекен Арцем Федоринчик /Тимукка\ — иккĕмĕшĕсен йышĕнчен. Чăвашла таса та илемлĕ пуплекенскере украин тееймĕн. Полиглот ют чĕлхесене çăмăллăнах ăса хывать. Ара, вăл «Хавала» иккĕмĕш хут килсенех ыттисене чăвашла вĕрентме пуçăннă-çке-ха.
— Уйлăха /лагере çапла калаççĕ кунта\ улттăмĕш хут килтĕм. Ку проекта хутшăниччен чăвашла па-чах пĕлмен эпĕ. Ăна вĕренме йывăрах мар, анчах кăткăс самантсем пур. Тепĕр тесен, нихăш чĕлхе те ансат мар. «Хавалçăсене» чăвашла вĕрентме тытăнсан грамматикăпа çыхăннă ыйтусене уçăмлатма май пулчĕ. Майĕпен пĕлÿ шайĕ ÿсрĕ. Маншăн чăвашла вулама тата çырма çăмăлрах, мĕншĕн тесен ун чухне тĕплĕн шухăшлама май пур. Пупленĕ чухне вара сăмахсене çийĕнчех каламалла, çавăнпа йăнăшасси пулать. Кунта эпир пĕр- пĕринпе чăвашла хутшăнатпăр, анчах хăшĕ-пĕринпе акăлчанла е эсперанто чĕлхипе пуплеме тивет, — каласа кăтартрĕ Арцем.
Вăл Шупашкарта иртнĕ чĕлхе фестивальне пĕрремĕш хут килсен Чăваш Енпе паллашнă. Çавăн чухне «Хавал» проект ертÿçине Александр Блинова /Алпаруха\ тĕл пулнă.
— Алпарух мана уйлăха пыма йыхравласан: «Кирлех-ши мана чăваш чĕлхи?» — текен шухăш çуралчĕ. Анчах «Хавала» çитсен чунра пачах урăхла кăмăл-туйăм хуçаланчĕ. Питĕ килĕшрĕ. Çав тери лайăх çынсем кунта, никам та эрех-сăра ĕçсе айкашмасть, пирус мăкăрлантармасть. Лăпкă, туслă, пултаруллă, ăслă çынсемпе хутшăнма кăсăклă кăна мар, кăмăллă та. Эпĕ «Хавала» пуçтарăнакансене чăваш чĕлхине вĕренме пулăшатăп, лекцисем вулатăп. Пĕтĕм заняти чăвашла ир-тет. Паллах, мана кăткăс ыйтусене сÿтсе явма çăмăл мар, анчах эпĕ питĕ тăрăшатăп. Вĕренекенсем те ахаль лармаççĕ, кунсерен темиçе çĕнĕ сăмаха ăса хываççĕ. Эппин, «Хавал» чăваш чĕлхишĕн, культуришĕн пĕлтерĕшлĕ, — шухăшне палăртрĕ нумай чĕлхе пĕлекенскер.
Ют чĕлхе вĕренни ăс-тăна пуянлатма кăна мар, пурнăçа улăштарма та пултарать иккен. Çак кăсăкла-ну Арцема мăшăр тупма пулăшнă. Мĕнле майпа-ха? Вăл Ижевска командировкăна кайсан унпа паллашнă. Евгения та ют чĕлхесемпе кăсăкланать, общество ĕçĕсенче тăтăшах палăрать. Пĕлтĕр Удмурт Республикин пики «Хавал» проекта хутшăннă, кăçал та вăл унта килнĕ.
— Арцем Федоринчикран «Хавал» пирки пĕлтĕм. Манăн та тăван тăрăхра удмурт чĕлхине вĕренме пулăшакан лагерь йĕркелес шухăш тĕвĕленчĕ. Çакна Арцемпа сÿтсе яврăмăр, вăл мана нумай пу-лăшрĕ. Проекта пуçарма çăмăл пулмарĕ. Александр Блиновпа та Интернет урлă çыхăнса канашларăм. Анчах сăмахпа кăна каласа кăтартни çителĕклĕ-и? Куçпа курнине нимĕн те çитмест паллах. Çавăнпа «Хавал» лагере çитсе курма палăртрăм. Кунта çĕннине нумай пĕлтĕм, майĕпен чăваш чĕлхине те вĕренетĕп. Сасăсем, сăмахсем, пусăмсем — хăйне евĕрлĕ, хальччен ун пеккине илтмен эпĕ. Удмурт тата чăваш чĕлхисенче пĕр евĕрлĕ икçĕр ытла сăмах иккен. Анчах мана, хамăн тăван чĕлхене те лайăх пĕлменскере, чăвашла калаçма ансат мар. Уйрăмах «йытă» сăмаха ниепле те тĕрĕс калаймастăп. Пиллĕкмĕш кунхине кăштах чăвашла ăнланма пуçларăм, ку та маншăн пысăк çитĕнÿ, — каласа кăтартрĕ Евгения Лекомцева. Лара- тăра пĕлменскер Ижевскра удмурт чĕлхине аталантарас тĕлĕшпе çанă тавăрса ĕçлет. Юлашки икĕ çулта удмурт чĕлхин лагерьне ертсе пырать. Çав вăхăтрах 36 çулти хĕрарăм фрилансерта та тăрăшать, килтен тухмасăрах Интернет урлă ĕçлет. Евгения видеосюжетсем ÿкерме, вĕсене монтаж тума ăста.
— Тăван чĕлхе майĕпен пĕтсе пыни пăшăрхантарать. Пирĕн республикăра удмуртла калаçакансем са-халлансах пыраççĕ, ачасем чĕлхене пачах пĕлмеççĕ. Чăваш Енре ку енĕпе лару-тăру аванрах, шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентеççĕ. Эпĕ йĕркеленĕ çуллахи шкул пулăшнипе удмурт чĕлхи çĕнĕрен вăй илессе шанатăп, — пăшăрханса калаçрĕ Евгения.
«Яппунсем сирĕн халăх пирки вулĕç»
Тĕлĕнмелле пултаруллă çынсене пуçтарнă «Хавал»! Вĕсем ют чĕлхене вĕренес тесе тĕнче хĕррине те çитме хатĕр вĕт. Масая Сещимо ав Японирен вĕçсе килнĕ. Хăй вырăсла пĕр-икĕ сăмах çеç пĕлет, ыттисемпе эсперантăлла е акăлчанла хутшăнать. 31 çултискер Японири пĕр пĕчĕк хулара компьютер администраторĕнче вăй хурать. Мĕн хистенĕ-ха ăна Чăваш Ене килме? Куçаруçă пулăшнипе Масаяпа калаçу аванах сыпăнчĕ.
— Эпĕ çул çÿреве тухма, ют чĕлхесене вĕренме кăмăллатăп. Нумаях пулмасть финн-угор ушкăнĕнчи чĕлхесемпе интересленме тытăнтăм, удмуртла вĕрентĕм. «Хавала» мĕнле лекрĕм тетĕр-и? Мана Аспарух лекци вуламашкăн йыхравларĕ. Атăлçи регионĕсенче мĕнле халăхсем пурăннине тĕпчеме пуçласан чăвашсем пирки пĕлтĕм. Çакăнтан пуçланчĕ те ку чĕлхепе кăсăкланасси. Ăна вĕренме çăмăлах мар, мĕншĕн тесен яппун алфавитĕнче «л» сас палли çук. Кунта манăн тÿрех вырăс тата чăваш чĕлхисене вĕренме тивет. «Л» «р» сасă евĕр илтĕнет пек туйăнать, çавăнпа хăш-пĕр сăмаха ăнланма йывăртарах. Тĕслĕхрен, «алă» сăмаха «арă» пек илтетĕп. Тата чăвашла вĕренмешкĕн эспе-ранто чĕлхипе çырнă кĕнеке çукки кулянтарать. Эсперанто — халăхсене туслашма пулăшакан чĕлхе, унпа усă курса эпĕ ыттисене ăса хываятăп. Тен, каярахпа кун пек кĕнекене хамах çырса хатĕрлĕп, — шухăшне пĕлтерчĕ самурайсен çĕршывĕнчен çитнĕ çамрăк. Тăрăшуллăскер кĕске вăхăтрах чăвашла вулама вĕреннине мухтамалла. «Чарлан» хушма ят та Масая çул çÿреме юратнине палăртать. Вăл вуланă пĕрремĕш вырăсла кĕнеке те «Чарлан» ятлă пулнă-мĕн.
— Кунта пĕчĕк ачасем те чăвашла пуплени питĕ савăнтарчĕ. Удмурт Республикинче шăпăрлансем вырăсла çеç калаçаççĕ. Японире те кун пек йывăрлăх çук мар. Майĕпен вырăнти чĕлхесем яппун чĕлхипе хутăшаççĕ, чылай сăмах манăçа тухнă ĕнтĕ. Чăваш тата яппун чĕлхисенче пĕрпеклĕх пурри тĕлĕнтерчĕ. Тăван тăрăха таврăнсан юлташсене çак çул çÿрев пирки каласа кăтартăп, Японири эсперанто институчĕ валли тĕплĕ отчет çырăп. Чăваш халăхĕ, чĕлхи пирки информаци сарас енĕпе ĕçлĕп, — çапла палăртрĕ çитес çул та «Хавала» килме тĕллевленĕ каччă. Масая Японири эсперанто çамрăкĕсен организацине ертсе пырать, вĕсем хаçат та кăлараççĕ.
— Яппунсем пирĕн кăларăмра Чăваш Енри çул çÿрев пирки пичетленнĕ статьяна кăсăклансах вулĕç, — çирĕплетсех пĕлтерчĕ каччă. Малалла вулас...
Комментари хушас