Чӑвашкредитпромбанк панкрут-и?

7 Чÿк, 2019

РФ Тӗп банкӗ Чӑвашкредитпромбанкӑн банк ӗҫ-хӗлне пурнӑҫламалли лицензине туртса илнӗ. Ҫакӑн ҫинчен кӗҫнерникунхи брифингра ЧР финанс тата юстици минстрӗсем Светлана Енилинӑпа Наталья Тимофеева пӗлтерчӗҫ. Ҫакӑ банк саккуна тата ТБ требованийӗсене пӗрре кӑна мар пӑснипе ҫыхӑннӑ.

Малалла вӑхӑтлӑх администраци ӗҫлӗ. Страховани йӗркипе килӗшӳллӗн уйрӑм ҫынсен вклачӗсене 1,4 млн тенкӗ таран ҫывӑх кунсенчех тавӑрса пама пуҫлӗҫ. Юридици тытӑмӗсен конкурс производстви вӗҫленессе кӗтме тивет.

Русская версия...

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: 

Комментари хушас