«Чăвашкино» Нина Яковлева артисткăна халалласа электрон кăларăм хатĕрленĕ

4 Ака, 2018

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине тата унта 57 çул ĕçлекен Нина Яковлева артисткăна халалласа «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕпе электрон документацийĕн архивĕ çĕнĕ кăларăм кăларнă. Вăл «Нина Яковлева с театром навеки» ятлă.

Электронлă кăларăм икĕ пайран тăрать. Унта РСФСР тата Чăваш халăх артисткин ачалăхĕ, çамрăклăхĕ, Мускаври ГИТИСра пĕлÿ млни çинчен çырса кăтартнă. Тĕрлĕ сăн ÿкерчĕксем, видеоматериалсем вырнаçтарнă. Актрисăн пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне туллин çутатас тесе архивсенче, театр фондĕнче тата Нина Михайловнăн килĕнче упранакан документсемпе усă курнă.

Нина Яковлева асăннă театр сцени çинче 1961 çултанпа вылять. Паянхи кун 120 ытла сăнар калăпланă.

Çĕнĕ кăларăма хаклама Нина Михайловнăн ĕçтешĕсем, унăн пултарулăхĕпе киленекенсем пухăннă.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас