Чăваш уйне Çĕн Кун аки çитсессĕн...

28 Ака, 2015

Халăх шухăшлавĕ, тĕнчекурăмĕ унăн тăван чĕлхинче палăрать, çавăнпа та тăван чĕлхесĕр ăнăçлă çутĕçĕ те пулма пултараймасть.

И.Я.ЯКОВЛЕВ

Иван Яковлевич Яковлев сăмахĕсене шута илсех-тĕр ун палăкĕ умĕнче çулсерен ирттерекен Чăваш чĕлхи кунне халалланă савăнăçлă митинга шкул ачисене йышлăн пухаççĕ. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Хĕвел шăратса пăхать-и, çумăр лÿшкет-и - вĕренекенсем хăйсен калас сăввине калаççех, юрлас юррине юрлаççех, ташлас ташшине ташлаççех...

Мĕнле çырнăччĕ-ха Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай 1957 çулта?

Чăваш уйне Çĕн Кун аки çитсессĕн

Пуçланчĕ çав хаваслă сухалу.

Анчах та кăмăлăмăрсем хаваслă пулсан та:

Сухамăр çăмăл мар: тымар та чул-чăл

Шартах хуçать хăш тапхăр тĕрене.

Тăван чĕлхе хăватне малалла аталантарас ĕç пĕрре те çăмăл маррине систерсе «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Валери Туркай çамрăксене çапла каларĕ: «Кирек хăш халăхăн та тăван чĕлхи пур. Унран пысăк пуянлăх çук. Эсир çак куна астуса юласса шанатăп. Чăваш-и эсир, çук-и - чĕлхемĕре вĕренĕр. Ÿссен вăл кирлине ăнланса илетĕрех...» Хăйĕн сăмахĕнче Чăваш халăх поэчĕ савăнăçлă митинга аслă тÿре-шара килменнишĕн ÿпкелешсе те илчĕ. Чăнах та, палăк умне пухăннă халăха Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе республикăн «Пĕрремĕш» çыннисем мар, вĕсен çумĕсем саламларĕç: ЧР вĕренÿ министрĕн заместителĕ Светлана Петрова, ЧР культура министерствин пай пуçлăхĕ Сергей Казаков... Тата темшĕн салам сăмахĕнче вĕсем тăван чĕлхепе ик-виç сăмах кăна каларĕç, ытларах - вырăсла. Уяв вара «Анлăн янра, чăваш чĕлхи!» ятлăччĕ-çке-ха.

Тен, уявăн янравлă ятне тÿрре кăларас тесех, пĕр ăстрăм çумăр çунине пăхмасăрах, халăх тÿрех саланмарĕ, Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуçĕнчен килнĕ «Токаш» халăх ансамблĕпе пĕрле тăван халăх юррисене шăрантарчĕ, чăвашла такмакласа чăвашлах ташларĕ.

 

Римма ПРОКОПЬЕВА.

Анатолий АБРАМОВ сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: