Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш чĕлхи кунĕпе саламлать

24 Ака, 2020

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, культурăн чаплă ĕçченĕн тата чăваш халăхĕн аслă вĕрентекенĕн, паянхи чăваш çырулăхĕн йĕркелÿçин Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕнче, эпир çуллен Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр.

Тăван чĕлхе наци хăйне евĕрлĕхне — культурăна, йăла-йĕркене — никĕслет. Паян патшалăх кашни халăхăн тăван чĕлхине упраса хăварассине, ăна тĕпчесе малалла аталантарассине гарантилет. Чăваш чĕлхи — пирĕн халăхăн истори никĕсĕ, тĕп пуянлăхĕ, халăх ăс-хакăлĕн, кăмăл-сипечĕн çÿпçи, наци пĕрлĕхĕн палли.

Паян пирĕн тăван чĕлхе илемĕпе пуянлăхне упрассишĕн çине тăракан, çитĕнекен ăрăва тăван сăмаха тата хамăрăн халăх историне хисеплеме вĕрентсе воспитани паракан, чĕлхе ăруран ăрăва куçассине тивĕçтерекен мĕн пур çынна чунтан тав тăватăп. Çакăнта — пирĕн халăх аслăлăхĕпе пĕрлĕхĕн никĕсĕ. Пурне те çирĕп сывлăх, ырлăх, мĕн пур ĕçре ăнăçу сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег НИКОЛАЕВ.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас