Чăваш Енри икĕ шкул Раççейри лайăх шкулсен шутне лекнĕ
31 Aug, 2017 | Вĕрентÿ | рейтинг

Чăваш Енри, тата тĕрĕсрех каласан, Шупашкарти, икĕ шкул Раççейри чи лайăх 200 шкул шутне лекнĕ.

RAEX аналитика агентстви çулсерен ирттерекен рейтинга Шупашкарти 3-мĕш лицей тата 5-мĕш гимнази кĕнĕ. Малтан асăнни унти 44-мĕш вырăн йышăнать, тепри – 167-мĕш йĕркере. Рейтинг йĕркелÿçисем çĕршыври хăш шкулта Раççейри чи лайăх аслă шкулсем валли ачасене вĕрентсе кăларнине тĕпе хунине пĕлтереççĕ.

Мускаври математика вĕрентĕвĕн центрĕ Раççей Вĕренÿ министерстви пулăшнипе пĕлтĕр хатĕрленĕ ачасен пултарулăхне аталантарма аван шкулсен ТОП-200 списокне Шупашкарти виçĕ шкул: 5-мĕш гимнази тата 3, 44-мĕш лицейсем - кĕнĕччĕ. Унсăр пуçне чи лайăх шкулсен ТОП-500 йышне Чăваш Енĕн 9 шкулĕ кĕнĕччĕ.

Комментари хушас