Пирĕн шкулсем Раççейре чи лайăххисен шутĕнче

6 Окт, 2016

Раççейри чи лайăх шкулсен ТОП-500 йышне пĕлтĕрхи пекех Чăваш Енĕн 9 шкулĕ кĕнĕ.

Çав шутра — Шупашкарти 2, 3, 4, 44-мĕш лицейсем, 2, 5-мĕш гимназисем, Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейпе 6-мĕш гимнази, çавăн пекех Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул. Çийĕнчен Вăрмарти шкул Раççейри ялсенчи чи лайăх шкулсен ТОП-200 йышне те кĕнĕ. Ку ТОП йышĕнче пĕтĕмпе — Чăваш Енри ялсенчи 8 шкул: Элĕкри, Патăрьелĕнчи 1-мĕш, Вăрнарти 2-мĕш, Комсомольскинчи 1-мĕш, Муркашри, Елчĕкри, Вăрмарти вăтам шкулсем тата Кÿкеçри лицей.

Çавăн пекех ачасен пултарулăхне аталантармалли пысăк майсене тивĕçтерекен вĕренÿ организацийĕсен ТОП-200 списокне те палăртнă. Унта — Шупашкарти 3 шкул: 5-мĕш гимнази тата 3, 44-мĕш лицейсем.

Рейтинга Раççей Вĕренÿ министерстви пулăшнипе Мускаври математика вĕрентĕвĕн центрĕ хатĕрленĕ. Çак тĕпчеве 4-мĕш хут ирттернĕ. Хаклавра экспертсем тĕрлĕ критерие тĕпе хунă. Çав шутра — ГИА-9 экзаменĕсен кăтартăвĕсем тата олимпиадăсен çĕнтерÿçисен шучĕ.

Мускаври математика вĕрентĕвĕн центрĕн директорĕ Иван Ященко палăртнă тăрăх — кăçал рейтингра пирвайхи хут пуçламăш шкулти вĕрентÿ кăтартăвĕсене шута илме тытăннă. «Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 4-мĕш классен Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсене йĕркелени лару-тăрăва тÿрлетме, шкулта пуçламăш классем пуррине хушма 10% коэффициентпа шута илме май пачĕ. Эпир çавăн пекех ачасене конкурспа йышăнманнин коэффициентне те упраса хăварма пултартăмăр. Урăхла каласан 1-мĕш тата ытти классене пурне те йышăнакан шкулсем рейтинг çумне хушма 20% илеççĕ», — тенĕ вăл. Иван Ященко çавăн пекех рейтинг кашни шкул тата кирек хăш регион та çитĕнÿ тума пултарнине кăтартнине палăртнă, мĕншĕн тесен «рейтинг чи лайăх практикăсене тупса палăртма пулăшать».

Д.ВОЛКОВ.

Рубрика: 
Автор: