Инвесторсемшĕн Чăваш Ен илĕртÿллĕ

7 Çĕртме, 2019

Инвестици илĕртÿлĕхĕн наци рейтингĕнче Чăваш Республики Раççейри субъектсен хушшинче 11-мĕш вырăн йышăннă.

Кун пирки паян, çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Санкт-Петербургра иртекен Экономика форумĕнче Стратеги пуçарăвĕсен агентствин пĕтĕмлетĕвĕсене шута илсе пĕлтернĕ. Асăннă рейтинга çĕршывра 2014 çултанпа хатĕрлеççĕ. Вăл ертсе пырас ĕç-хĕлри, бизнеса аталантарссинчи чи лайăх меслетсене тупса палăртма май парать. Каласа хăварар: Экономика форумне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пыракан пысăк ушкăн та хутшăнать. Унта паянхи кун тĕлне вун-вун килĕшÿ алă пуснă, регионсемпе, пысăк предприятисемпе тачă çыхăнса ĕçлеме калаçса татăлнă.

Чăваш Ен инвестици илĕртÿлĕхĕн наци рейтингĕнче сумлă вырăн йышăннине ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина çапла хакларĕ:

— Чăваш Республики Раççейри чи лайăх 20 регион йышне кĕни, федерацин Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăнта, Тутарстанпа, Ульяновск облаçĕпе юнашар, тăни пире хавхалантарать. Рейтинг ирттерме пуçланăранпа чылай регион — Мускав, Тутарстан, Чăваш Республики, Тюмень, Калуга, Тула, Ульяновск облаçĕсем, Краснодар крайĕ, Ханты-Манси автономи округĕ — топ-20 йышра çирĕп тăраççĕ.

Регионсем пĕрмаях аталанаççĕ. Çавна май конкурентлă лару-тăрура чи лайăх 20 регион шутĕнче тытăнса тăма çăмăл марри каламасăрах паллă. Эпир вара пĕрле ĕçлесе çакна тума пултартăмăр. Предприятисен бюджета хывакан налук калăпăшĕ, кадрсемпе туллин усă курни тата ытти те инвестици хастарлăхне витĕм кÿрет. Çавăнпа влаç органĕсен тĕп тĕллевĕ бизнес валли, ăна аталанма, администраци чарăвĕсене пĕчĕклетме тивĕçлĕ условисем туса парасси пулса тăрать.

Инвестици климатне йĕркеленĕ чухне тĕрлĕ саманта шута илмелле. Сăмахран, республикăра юлашки çулсенче бизнеса аталантарас тĕлĕшпе тухăçлă инфратытăм йĕркеленчĕ. Кунта индустри паркĕсене, регионти инжиниринг центрĕсене кĕртмелле. Республикăра инвестици проекчĕсене пурнăçлама ЧР Промышленноç аталанăвĕн фончĕ те курăмлă пулăшать. Фондри укçа калăпăшĕ паянхи кун 2 миллиард тенкĕрен те иртнĕ. Çавна май республикăра пысăк лаптăк йышăнакан теплицăсем хута каяççĕ, Канаш моно-хула пысăк хăвăртлăхпа аталанать.

Тата çакна палăртмалла: малашне Чăваш Республики Раççей промышленноç тата суту-илÿ министерствипе тÿррĕн ĕçлĕ, Денис Мантуров министр пирĕн регионта инвестици проекчĕсем епле пурнăçланса пынине сăнаса тăрĕ, федераци шайĕнчи ыйтусене татса пама пулăшĕ. Çакă пирĕншĕн уйрăмах паха. Çитес çулсенче пирĕн тата çине тăрарах ĕçлемелле. Вырăнти администраци пуçлăхĕсен те хастарлăх кăтартмалла. Района инвесторсене илĕртме кирлĕ майсене туллин йĕркелемелле. Сăмахран, çĕр уйăрса парас, документсем хатĕрлес енĕпе. Çак самантсене шута илсе вăй хурсан рейтингри позицие упраса хăварма палтарăпăр.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас