Чӑваш Ене килсе ҫитнӗ коронавируспа чирлӗ хӗрарӑм тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ

3 Ака, 2020

Мускавран килнӗ хӗрарӑм килте лармалли йӗркене пӑснӑ. Кун пирки оперативлӑ штабӑн ларӑвӗнче ЧР Шалти ӗҫсен министрӗ Виктор Шметков пӗлтернӗ.

Ку хӗрарӑм Чӑваш Енре коронавируспа чирленӗ иккӗмӗш ҫын пулса тӑнӑ. Мускавра, карантинра пулнӑ май, вӑл анализсем панӑ. Анчах вӗсен кӑтартӑвне кӗтсе илмесӗрех Чӑваш Ене килнӗ. Унӑнне вара чир паллисене тупнӑ. "Ҫапла, ҫак ӗҫ тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ", - тенӗ министр ЧР Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вăхăтлăх пурнӑҫлакан Олег Николаевӑн ыйтӑвӗсене хуравланӑ май.

Республика Пуҫлӑхӗн администрацийӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма больницӑна выртарнӑ. Йӗрке сыхлавҫисем вӑл кампа ҫыхӑну тытма пултарнисене шыраҫҫӗ. Ку хӗрарӑм Чӑваш Енре пурӑнман. Нижневартовскра пропискӑра тӑнӑ. Мускавра ӗҫленӗ. Халӗ вӑл Чӑваш Ене мӗнле сӑлтавпа килнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Ку лару-тӑрӑва Олег Николаев хӑй тӗрӗслесе тӑрать.

Коронавируспа чирленӗ пӗрремӗш ҫынна Чӑваш Енре пушӑн 19-мӗшӗнче тупса палӑртнӑ. Тепӗр хут анализ панӑ хыҫҫӑн унӑн ҫӗнӗ инфекци ҫуккине палӑртнӑ. Халӗ вӑл пневмонирен сипленсе пӗтерет.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас