Чăваш Ен Пуçлăхĕ ветерансене "Вегăра" саламланă

5 Çу, 2017

Паян, çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Ĕçлев тата социаллă хутлăх министерствин "Аслă ăру çыннисемпе инвалидсен социаллă сиплевĕн центрĕнче - "Вегăра" - Тăван çĕршывă ветеранĕсемпе тата тыл ĕçченĕсемпе тĕл пулнă, Аслă Çĕнтерÿ 72 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламланă.

Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, ветерансен пурнăçне хăтлăлатассине паян тивĕçлипе хаклаççĕ. Çĕнтерĕве туптама сумлă тÿпе хывнă ентешсем халĕ те пуçаруллă: тивĕçлĕ канура та общество ĕçне хастар хутшăнаççĕ. Çамрăксене хăйсен ырă тĕслĕхĕпе хавхалантараççĕ.

Михаил Игнатьев тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене: Мария Александрована (Çĕрпÿ районĕ), Валентина Антонована (Вăрмар районĕ), Егор Пучкова (Сĕнтĕрвăрри районĕ) - Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тавĕпе тата сехетпе чысланă. Уява хутшăннисем центрăн тĕп корпусĕ умĕнчи лапамра "Çĕнтерÿ сиренĕ" акципе килĕшÿллĕн çамрăк хунавсем лартнă.

Ираида СТЕКОЛЬЩИКОВА, партипе ĕç ветеранĕ, Шупашкар хули:

- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе саламламашкăн ятарласа килни пире чăннипех савăнтарать, хăпартлантарать, аслă ăрурисене паянхи çамрăксем хисепленине çирĕплетет.

Зинаида ИВАНОВА, ĕç ветеранĕ, Шупашкар хули:

- Манăн атте хăй ирĕкĕпе вăрçа кайнă. Ун çулăмĕ витĕр тухнă. Çĕнтерÿ уявĕ - пирĕншĕн уйрăмах çывăх. Вăрçă терчĕ-нушине ачасен те, мăнуксен те курмалла ан пултăр.

Ольга ТУВАЛКИНА, ĕç ветеранĕ, Çĕмĕрле районĕ:

- Эпĕ - вăрçă ветеранĕн тăлăха юлнă арăмĕ. Пире, ватăсаене, пурăнма, канма, сывлăха тĕреклетме май туса панăшăн республика ертÿçисене чĕререн тав тăватăп. Пире "Вегăра"сиплеççĕ, тулăх çитереççĕ, медицина ĕçченĕсем питĕ çепĕççĕн калаçаççĕ.

Комментари хушас