Чăваш Ен Пуçлăхĕ Китайри ларăва хутшăнать

Паянпа ыран Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Китайра пулĕ. Унта вăл РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пыракан официаллă делегаципе тухса кайнă. Ĕçлĕ çул çÿрев тĕллевĕ – Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем тата КНРти Янцзы шывĕн Çÿлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем «Атăл-Янцзы» форматпа тачă çыхăнса ĕçлемелли канашăн иккĕмĕш ларăвне хутшăнасси.

Раççей делегацийĕн сумлă йышне РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин, Экономика аталанăвĕн, Культура министерствисен, Туризма аталантарассипе ĕçлекен федераци агентствин представителĕсем, наукăра, вĕрентÿре тата бизнесра ĕçлекенсем кĕнĕ.

Паян Раççей делегацийĕ Китайри Аньхой провинцийĕнчи Хэфэй хулинчи автомобильсем кăларакан «Цзянхуай» предприятии ĕçĕпе паллашĕç. «Атăл-Янцзы» форматпа тачă çыхăнса ĕçлемелли канашăн иккĕмĕш ларăвĕ ыран иртĕ. Ыранах Китай провинцийĕсемпе Раççейĕн федерацин Атăлçи округĕнчи регионсемпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пусмалла.

Сăмах май, асăннă форматпа ирттернĕ канашăн пĕрремĕш ларăвне пĕлтĕрхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чĕмпĕрте пуçтарăннăччĕ. Ун чухнехине РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ян Цзечи ертсе пынăччĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннăччĕ (сăн ÿкерчĕкре).

www.hypar.ru

 

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас