Чăваш чĕлхине вулавăшра тÿлевсĕр вĕрентеççĕ

18 Раштав, 2017

Чăваш Енĕн наци вулавăшĕнче кĕçнерникунсерен чăваш чĕлхине тÿлевсĕр вĕренме май пур. 

Чăвашла кĕске вăхăтра вĕренес текенсене "Хавал" чăвашсен пуçару ушкăнĕ тата Ашшĕ-амăшĕпе преподавательсен "Аталану"  асооциацийĕ тата "Язык для успеха" ют чĕлхесен шкулĕ пулăшма кăмăл тунă. Кĕске вăхăтлăх курс наци вулавăшĕнче 17 сехет те 45 минутра 208-мĕш аудиторире пуçланать. Занятие Александр (Алпарух) Блинов ертсе пырать. 

Рубрика: 

Комментари хушас