Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă мероприятисен марафонĕ уçăлчĕ

10 Пуш, 2020

Паян тĕп хулари  "Шупашкар-Арена" пăр керменте Чăваш автономи облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă мероприятисен марафонĕ районсемпе хуласен парачĕпе уçăлчĕ.
Театрализациленĕ представленире юратнă Чăваш Ен кун-çулне, унăн аталанăвне, савăнăçлă саманчĕсемпе хурлăхлă кунĕсене туллин çутатса пачĕç.
Керменĕн тĕп лапамне 21 районпа пилĕк хулин маттур çыннисем тухрĕç. Кашни районпа хула çинчен тем чухлĕ ыррине, лайăххине калама пулать. Вĕсен ывăл-хĕрĕсем тăван хутлăхĕшĕн ывăнма пĕлми вăй хунă, тăшманпа çапăçнă, ача-пăча çуратса ÿстернĕ.
Мероприятие ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хутшăнчĕ. Олег Алексеевич паллă пулăмпа саламларĕ, çак самант тăван республикăна халалланă мероприятисене уçаканĕ пулнине палăртрĕ. Пур ĕçе те пĕрле кар тăрса ĕçлени, савăнăçа та пĕрле пайлани чăвашшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. "Çавăнпа уява çыхăнтаракан, пĕр чăмăра пуçтаракан чĕнÿ те - "Пĕрле" сăмах"? - терĕ.
Олег Алексеевич Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă Асăну медалĕпе наградăларĕ. Çак чыса СССР халăх артистки Вера Кузьмина, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава,  Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Иван Долгушин тивĕçрĕç.

Вера КУЗЬМИНА:
- Ытарайми чăваш халăхĕ, ырлăх-сывлăх сунатăп сана. Мана çапла чыс тунăшăн пехил сана. Тăван республика ырлăхĕшĕн пĕтĕм вăйран ĕçлĕр, ăна юратăр.

ВАРНАВА  митрополит:
- 43 çул пурăнатăп Чăваш Енре. Чăвашсене, республикăна юратнăран çак вăхăтчен ĕçлетĕп те кунта. Хăй вăхăтĕнче Чулхулана, Рязане ĕçлеме куçарасшăнччĕ. Эпĕ килĕшмерĕм, çут тĕнчене те çакăнтанах каятăп терĕм. Кунта - манăн иккĕмĕш тăван кил.

Иван ДОЛГУШИН:
- Эпĕ Чăваш Енре 1972 çултанпа ĕçлесе пурăнатăп. Промышленноç тракторĕсем тăвакан заводра вăй хутăм. Чăвашсем ĕçчен те пултаруллă халăх пулнине хам курса ĕнентĕм.

Олег НИКОЛАЕВ, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан:
- Уяв пуçламăшĕпе кăмăллă. Муниципалитетсем хăйсен мухтавлă çыннисене пĕр чăмăра пухма пултарчĕç. Районсем пирĕн чĕнĕве ырласа йышăнчĕç. Пысăк уява муниципалитетсенчен пуçласа тĕрĕс турăмăр тесшĕн. Кĕске вăхăтра пулсан та районсемпе тата унта пурăнакансемпе паллаштарма май пулчĕ.

Николай НИКОЛАЕВ, Федерацин травматологипе ортопеди, эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ:
- Чăваш Енĕн историйĕ питĕ пуян. Юлашки 100 çула илес тĕк  унăн шăпине паян питĕ уççăн кăтартса пачĕç. Пурте - коллективизаци, индустриализаци, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тата ытти те пĕтĕмпех куç умне тухса тăчĕç. Нимĕн те манăçман. Тавах çакăншăн.

www.hypar.ru.

Надежда СМИРНОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем...

Комментари хушас