Чăваш артисчĕсен виçĕ ăрăвне вĕрентнисем те спектакле пынă

22 Авăн, 2017

Чăваш патшалăх академи драма театрĕн Мускаври гастролĕн иккĕмĕш кунĕ Марина Карягинăн «Куккуклă сехет» драмипе асра юлĕ.

Хальхинче спектакле курма тĕп хулара ĕçлесе пурăнакан ентешсем кăна мар, чăваш артисчĕсен виçĕ ăрăвне вĕрентсе кăларнă профессорсем те пынăччĕ. Вĕсем – Щепкин ячĕллĕ театр аслă училищин ĕçченĕсем Татьяна Аносова тата Тамара Лякина.

Татьяна АНОСОВА, Щепкин ячĕллĕ театр аслă училищин профессорĕ:

Тарăн шухăша яракан ĕç. Паянхи çыннăн психологине уçса парас тĕлĕшĕпе режиссер тĕрлĕ мелсемпе усă курнă. Актерсем – Сергей Ивановпа Петр Садовников – манăн вĕренекенсем. Маттур.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас