Чăрăшкассисем çÿп-çапран çи-пуç çĕленĕ

12 Авăн, 2017

Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинчи культура çуртĕнче «Çÿп-çапран – мода» конкурс ирттернĕ. Культура çурчĕн заведующийĕ Галина Королькова (сăн ÿкерчĕкре - хыçалти ретре) «Хыпар» издательство çуртне пĕлтернĕ тăрăх, ал ăстисен хăйне евĕр конкурсне йĕркелес шухăша интернетри ырă пуçарусемпе паллашнă хыççăн тытнă.

Ăмăртăва йĕркелеме вырăнти библиотекарь Елена Иванова нумай пулăшнă. Инвалидсен обществин вырăнти организацине ерсте пыракан Наталия Лесникова та унта хутшăннă. Вăл икĕ кĕпе çĕленĕ.

Культура çуртĕнче Галина Королькова йĕркеленĕ «Смастеринка» кружока çÿрекен ачасем тумтир çĕлемешкĕн хаçатпа, пленкăпа, пластикпа усă курнă. Илемлĕх конкурсĕн тĕп тĕллевĕ çапах та урăххи – экологи ыйтăвне çĕклесси – пулнă. Галина Васильевна вăрман хĕррисенче маларах кăмпа пуçтарса çÿренине тунсăхпа аса илет. Халĕ, вăл асăрханă тăрăх, унта çÿп-çап йăваланать.

Конкурса хутшăннă 8 ачана та пĕр пек хавхалантарнă. «Пурте тăрăшса ĕçлерĕç те малти-кайри вырăнсемпе уйăрас темерĕмĕр», – каласа кăтартрĕ хăйĕн тивĕçне юратса пурнăçлакан культура ĕçченĕ.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас