Вера ТИТОВА. Чăрăшкассинчи культура çурчĕ сăн ÿкерчĕкĕ.

12 Авăн, 2017

Чăрăшкассисем çÿп-çапран çи-пуç çĕленĕ

Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинчи культура çуртĕнче «Çÿп-çапран – мода» конкурс ирттернĕ. Культура çурчĕн заведующийĕ Галина Королькова (сăн ÿкерчĕкре - хыçалти ретре) «Хыпар» издательство çуртне пĕлтернĕ тăрăх, ал ăстисен хăйне евĕр конкурсне йĕркелес шухăша интернетри ырă пуçарусемпе паллашнă хыççăн тытнă.