Çĕр улми çителĕклĕ-и?

Ыйтăва кашни тĕрлĕрен хуравлĕ. Сутаймасăр хăшкăлнă фермер: «Ытлашшипех. Çитес çул лаптăкне пĕчĕклететĕп», — тейĕ тарăхса. «Паллах, çителĕксĕр, — палăртĕ хăй кăмăлсăр пулнине «иккĕмĕш çăкăра» пысăк хакпа туянакан хула çынни. — Ахальлĕн пулсан кун чухлĕ укçа тăкаклатăп-и?»
Пĕлтĕр республикăра ăна сахал туса илнĕ. Сăлтавĕ — çуркунне вăраха кайнă çумăрсем чăрмантарчĕç. Çавна май лартас вăхăт вăраха кайрĕ. Тĕрĕссипе, вăл çеç те мар. Маларахри çулсенче çĕр улмине нумай çитĕнтернĕрен вăхăтра тата тупăшлă вырнаçтарма пултарайманни. Çавна май çĕр ĕçченĕ хăйĕн шухăшне улăштарчĕ: «Хĕл каçартăм. Хама тивĕçтерекен хакпа сутаймарăм. Апла пулсан ăна нумай лартма кирлех-ши?»
ЧР Ял хуçалăх министерствин информацийĕ тăрăх, ял хуçалăх организацийĕсемпе пысăк ХФХсен 2016 çулта 9249 гектар çинчен çĕр улми кăларса пухмалла пулнă, иртнĕ çул — 6287. Лаптăк 3 пин гектара яхăн чакнă. Акă мĕншĕн пасарта та, лавккасенче те хĕл каçипех хаклă вăл. Пĕлтĕр, виçĕм çулхипе танлаштарсан /РФ Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх/, çĕршывра та «иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтерекенсен промышленноç секторĕнчи лаптăк 13,7% /47,03 пин га/ сахалланнă. Çулла çĕр улми çитмесен те пултарать. Анчах рынок пушă тăмĕ. Ăна чикĕ леш енчипе тултарĕç. Сăмахран, Египетран туянĕç. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем усă курмасăр выртнă чухне шăрăх континентран апат-çимĕç кÿрсе килсе хамăра намăс кăтартатпăр мар-ши? Мĕншĕн хресченсем пĕр çул продукци ытлашшипех туса илеççĕ, тепĕр çул — çителĕксĕр?
— Пирĕн ял хуçалăхĕ экономикăн йĕркене пăхăнман пайĕ пулса тăчĕ, — терĕ Владимир Мутиков профессор ыйтупа паллашсан. — Унпа рынок хуçаланать. Тирпейлекен промышленноçа ура çине тăратмасăр, чĕр тавар йышăнакан çĕнĕ предприятисем уçмасăр, потребительсемпе çирĕп килĕшÿсем тумасăр пурнăçланмасть ку тĕллев.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ ял хуçалăх культурипе халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕнче анлă усă кураççĕ. Раççей — ăна тĕнчере чи нумай туса илекен виçĕ çĕршывран пĕри, пĕтĕм производствăн 8 процентне йышăнать. Ку енĕпе вăйлă аталаннă Китайпа АПШра, Германипе Голландире кашни гектарăн вăтам тухăçĕ 23-48 тоннăпа танлашать. Раççей хальлĕхе мухтанма пултараймасть-ха. Анчах уйрăм хуçалăхсен кăтартăвĕ вĕсен çывăхне пырать. Эпир кашни çын пуçне çулталăкра вăтамран 120-130 килограмм тăкаклатпăр. Тĕп апат-çимĕçрен пĕри ахаль мар паянхи кун та «иккĕмĕш çăкăр» шутланать.
— Пире, вăрçă ачисене, выçлăхран çĕр улми çăлса хăварчĕ, — терĕ малалла Владимир Мутиков. — Çăкăр çитместчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче те ăна ял çыннисем пысăк лаптăкра туса илнĕ. Сакай ура хăми таранах тулатчĕ. Выльăха нумай çитернĕ. Халĕ сысна усрама пăрахрĕç. Çынсем хăйсем валли çеç лартаççĕ, 3-5 сотăйран ытла мар. Анчах ура çинче çирĕп тăракан ял хуçалăх предприятийĕсемпе пысăк ХФХсем ăна самаях анлă лаптăк çинче çитĕнтереççĕ. Çĕнĕ сортсем лартса, ку чухнехи технологисене ĕçе кĕртсе тата агротехникăна çирĕп пăхăнса гектар тухăçне çултан-çул ÿстерсе пыраççĕ. Çакна Мускав эксперчĕсем 2008 çултах асăрханă. Тепĕр çулхинех пирĕн республикăра регионсен хушшинчи курав ирттерме тытăннă. Вăл кăçал Шупашкарта пуш уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче 10-мĕш хут иртĕ. Эпĕ пуринче те пулса куртăм. Пĕтĕмлетÿ материалĕсене пухса тата редактор пулса брошюрăсем хатĕрлеме хутшăнтăм.
Ăсчах шухăшĕпе килĕшмесĕр май çук. Ялти пур çемье те сакай-нÿхреп тулли çĕр улми туса илнĕ, çавăн пекех пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем те ăна вун-вун е çĕр-çĕр гектар çитĕнтернĕ ылтăн тапхăра рекордлă çулсем тенĕ пулăттăм. Лайăх ас тăватăп вăл вăхăта. Выльăх йышлă усранăран хире органика нумай кăларнă. Çавăнпа тухăçĕ те пысăкчĕ. Республика ăна 1 млн тоннăран кая мар пухса кĕртнех вăл çулсенче. Республика 2010 çултах пĕр млн тонна çĕр улми туса илме палăртнăччĕ. Унтанпа 8 çул иртрĕ. Анчах вăл чикке çитеймерĕмĕр. Тепĕр тесен, кирлех-ши çакă? Тухăçлă пулнă çулсенче кутăн чăмакан кăвакал евĕрех аптăратпăр. Сутас — питĕ йÿнĕ, туянакан çук. Крахмал, ытти çимĕç туса кăларакан заводсем çук чухне миллионсем пирки шухăшламаллах-ши?
Кашни ял хуçалăх предприятийĕ е фермер та лартса туса илеймест ăна. Мĕншĕн тесен пĕчĕк лаптăкра тата алă вăйĕпе çеç ĕçлени тăкак кăна кÿрет. «Иккĕмĕш çăкăр» çĕр-çĕр гектар йышăнсан, ăна кăларса пухакан комбайн темиçе пулсан, температурăна автоматсем йĕркелекен пысăк управсенче хĕл каçарсан — тупăш илетĕнех. Унашкал агрофирмăсем пур пирĕн, анчах шутлă çеç. Мускавран та килеççĕ вĕсен опычĕпе паллашма. Çавăн пекех регионсен хушшинчи отрасль куравĕпе те.
Савăнмалла ăна Чăваш Енре ирттернĕшĕн. Вăл пĕлтĕр те çÿллĕ шайра иртнĕччĕ. Раççейри 22 регионăн тата Беларуç Республикин 86 компанийĕ куравра хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнăччĕ. Шупашкара çĕршыври 31 регионтан 500 ытла делегат çитнĕ. Çавăн пекех Германипе Беларуç представителĕсем те хутшăнчĕç. Тĕрлĕ сортран пĕçерсе хатĕрленĕ çимĕçе тутаннă май хăнасем Адретта тата Синеглазка ятлисене пысăк хак пачĕç. Чылай хуçалăх Розара, Снегирь, Удача, Чародей, Невский, Голубизна, Бронницкий, Ароза, Импала, Ред Скарлет, Эволюшен сортсене кăмăллать. Малалла вулас...

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.