Çĕр çинче çук чечеке туянасшăн

7 Пуш, 2018

Хула урамĕсемпе арçынсем ир-ирех чечексемпе утнине курма мĕнешкел кăмăллă. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн ятарласа Шупашкарти пĕр чечек лавккине çул тытрăм. Уяв парни туянма мар, хама флористра тĕрĕслесе пăхас шухăшпа… Пултараятăп-и, хитре чечек çыххипе клиентсен кăмăлне тивĕçтерĕп-ши?

Амăшĕпе арăмĕ тата савни валли

Лавкка хуçи Эдуард кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Вăл васкасах куршакри чечексене çÿлĕксем çине вырнаçтаратчĕ. «Пирĕн кунта ятарлă тум çук. Тÿрех калатăп, ăшă тумланмалла, лавккара уçăрах», — асăрхаттарчĕ мана. Уяв тĕлне чечек чылай кÿрсе килнĕ: тюльпансем, темĕн тĕрлĕ кĕл чечек… «Хризантемăсем çула тухнă ĕнтĕ, паян-ыран çитеççех», — юратнă чечекĕсемпе кăсăкланакан пĕр хĕрарăма кăшт тăхтама ыйтса çапла ăнлантарчĕç. Тĕрлĕ организаци уяв тĕлне ытларах чухне куршакри чечексем саккас парать-мĕн, çавăнпа вĕсем валли сентресем çинче вырăн та çук. Хăшĕ-пĕрне урайне лартса тухнă.

Пурте унталла-кунталла чупкалаççĕ, тума улăштарнă хыççăн эпĕ те ĕçе пуçăнтăм. Мана куршакри бегонисене шанса пачĕç: витĕр курăнакан хитре чĕркемрен кăларса аманнă, шаннă е лÿчĕркеннĕ çулçисене татмалла. Эпĕ ку ĕçре пĕрремĕш хут, çавăнпа та чечеке асăрханса тыткаларăм: çеçкисене хуçса пăрахас марччĕ çеç. Йывăрлăх курăнмарĕ, вун-вун куршака часах тасатса пĕтертĕм. Çав хушăра çамрăк мăшăр килчĕ, тÿрех ман пата утса пычĕ, вĕсене чечекĕсене тăкнă орхидейăсем кирлĕ. «Эпĕ кунта тин çеç вырнаçнă», — тесе тăма аван мар. Куçа унталла-кунталла ывăтрăм, акă хам умрах лараççĕ-мĕн. Орхидея пăртак каннă хыççăн тепĕр виçĕ уйăхран çеç çурăлать тенĕрен чечек савăтне каялла лартрĕç. Ун вырăнне Африка замиокулькасĕ илсе кайрĕç, халăхра ăна «укçа чечекĕ» тесе калаççĕ.

Кĕл чечексен ытарайми тутлă шăрши сăмсана кăтăкларĕ. Çакна лавккана кĕрсенех туйрăм. Вĕсемпе пĕлтĕр çеç шкулпа сыв пуллашнă Даша ĕçлетчĕ. Университетра юриста вĕренекенскер пушă вăхăтне чечек лавккинче ирттерет. Ачаранах кукамăшĕ патне килсе çÿренĕ хĕрача флористсен курсне пĕтермесĕрех мĕн пур вăрттăнлăха пĕлсе çитнĕ. Уйрăмах чечек çыххисем хатĕрлеме ăста вăл. Унран вĕренмелли нумай. Эпĕ те юнашар тăрса ăна пулăшма шухăшларăм. Складран Даша çĕклемĕ-çĕклемĕпе темиçе çыхă кĕл чечек йăтса тухрĕ: хĕрлисем, шуррисем, саррисем… Пахчаран тин çеç татса кĕнĕ тейĕн. Туна çинчи йĕпписем алла вăйлах тиреççĕ. Тураттисем – йăлтах çулçă ăшĕнче. Вĕсен çулĕ çав тери вăрăм пулнă. Эквадортан, Кенирен, Голландирен çитнĕ. Кĕл чечек çулçисемпе йĕпписене ятарлă хатĕрпе — страйперпа — тасатрăм. Мĕнешкел ырă шăршăллă! Халăхра ахалех сăмах çÿретеççĕ-мĕн: вăрах упранччăр тесе вĕсене им-çамлаççĕ имĕш. Çук, шанса, типсе каясран сивĕ те уçă çĕрте çеç  тытаççĕ — вăрттăнлăхĕ çакă çеç. Кĕл чечек çеçкисене /ăна кунта «кĕпе» теме хăнăхнă/ Даша аллипе иртрĕ. Мана та ку ĕçе вĕрентрĕ. Шăпах çак самантра лавккана икĕ арçын кĕрсе тăчĕ. Таçта питĕ васкаççĕ, вĕсене хĕрлĕ кĕл чечек кирлĕ. Сутуçăсем: «Кĕписене хыватпăр-и?» — тесен çухалсах кайрĕç. Тĕлĕнсе пĕр-пĕрин çине кăн-н! пăхрĕç, сăмах мĕн пирки пынине каласан ахăлтатсах кулчĕç. Кун вĕçленсе пыраспа  лавккана пĕр арçын килчĕ. Кунта ĕçлекенсем ăна тахçантанпах пĕлеççĕ-мĕн. Вăл кашни çулах пушăн 8-мĕшĕ тĕлне виçĕ кĕл чечек çыххи туянать: амăшĕ, арăмĕ тата юратнă хĕрарăмĕ валли. Кăçал командировкăна кайма тивнĕрен темиçе кун маларах лавккана çитрĕ. Ăна виçĕ тĕрлĕ илемлĕ çыхă пуçтарса патăмăр.

«Эсир пĕлетĕр, манман, савни хĕп-хĕрлисене юратать, варрине шуррине хурăр. Капăр хаклă хутпа чĕркĕр», — асăрхаттарсах тăчĕ арçын. Дашăна кура эпĕ те хитре çыхă турăм, ăна хăюсемпе илемлетрĕм. Куç хăрать те алă тăвать — ним йывăрри те çук! Лавкка хуçи тĕрĕсех асăрхаттарчĕ, çур сехетренех ал-ура шăнса кÿтрĕ. Ахаль те сасă çĕтме пуçланăччĕ, пушшех япăх туйма пуçларăм. Сутуçăсенчен пĕри чей вĕретрĕ, эмел туртса кăларчĕ. «Хĕрарăмсен уявĕнче чирлеме юрамасть», — тесе ĕçченсем мана сиплеме тытăнчĕç.

Лавккана пĕр чарăнми çын утнă май йĕпе çанталăкра урай типме ĕлкĕреймест. Урамра шап-шурă юр выртать пулин те таçтан хăйăр чылай кĕрет. Кунта тирпейлÿçĕ тытмаççĕ. Сутуçăсем хăйсемех урая сăтăраççĕ. Эпĕ те çуса тухасшăнччĕ — мана швабра тыттармарĕç. Ун вырăнне типме пуçланă мандарин-лимон йывăççисене пĕрĕхрĕм. Чечексенчен çÿп-çап нумай тухать, пĕтĕмпех хутаçа тултарса пытăмăр. Кĕл чечексен татăлса ÿкнĕ çеçкисене пăрахмарăмăр, вĕсене çамрăксем романтика каçĕ, туй валли ятарласа туянаççĕ.

Икĕ кинемей килчĕ, хăйсем валли вăрахчен парне суйларĕ. «Пушăн 8-мĕшĕнче çын нумай, черет тăрас килмест», — пĕлтерчĕç вĕсем. Мăшăрĕ вилнĕренпе кинемейсенчен пĕрне тахçантанпах никам та чечек парнелемен-мĕн. Çавăнпа хăйсене савăнтарма тивет. Ачисем, тăванĕсем çук-ши? Шеллерĕм ватă çынна.

Кун каçа акă мĕн сăнарăм: арçынсем ытларах хĕрлĕ кĕл чечек кăмăллаççĕ. Сарринчен хăраççĕ, «уйрăлу чечекĕ» теççĕ-çке вĕсене. Хăшĕ-пĕрне хĕрлĕ сарри те шиклентерет. Вĕсен шухăшĕпе, сăпайлă та лăпкă хĕр-хĕрарăмсем шурă кĕл чечек юратаççĕ.

«Клоун» сахал мар

Пĕр арçын кĕчĕ те кĕсйи тĕпĕнчи 150-200 тенкипе чаплă çыхă хатĕрлесе пама ыйтрĕ. Пĕр чечек, чи йÿнни, 50 тенкĕ тăрать пулсан, кун чухлĕ укçапа чаплине хатĕрлеме çук. Клиент пĕр кĕл чечекпех çырлахрĕ. Лавкка хуçине вырсарникун çамрăк арçын шăнкăравласа вăратнă: тархасласах савнийĕ валли 1001 кĕл чечекрен тăракан çыхă хатĕрлеме ыйтнă. Паллах, ыйхă татса çĕрлехи 2 сехетре унăн кăмăлне тивĕçтереймен. Йĕркеллĕ çын çав вăхăтра чечек шыраса çÿрет-и? Унашкаллипе, паллах, никамăн та çыхланас килмĕ. Талăкĕпех ĕçлекен лавккана кайма е ирччен тăхтама сĕннĕ хайхискере. Чăтăмсăрскер тул çутăласса кĕтесшĕн пулман. Кăсăклă: Шупашкарти хăш лавккана пуйтарчĕ-ши çав арçын? Ара, кун чухлĕ чечекшĕн сахалтан та 50 пин тенкĕ кăларса хумалла вĕт! Çакна та пĕлес килет: 1001 чечекпе хĕрарăм пуçне çавăрма май килĕ-ши? Çав тери пуян-ши ку арçын е Алла Пугачева репертуарĕнчи «Миллион алых роз» юрăри евĕр чухăн ÿнерçĕ çеç… «Шапашран килнĕ пуль те, мĕн пур укçипе туянас терĕ-тĕр. Е айăпа кĕнĕ çав арçын. Клоун сахал-им халь, кашни утăмрах. Çыхланма та хăрамалла вĕсемпе, тепĕр кунне чечекĕсене йăтса укçа хыççăн каялла килме пултараççĕ», — алă сулчĕç кунта ĕçлесе темĕн те курнă сутуçăсем.

Арçынсем орхидея кăмăллаççĕ

Кăнтăрлахи апат хыççăн лавккана пĕр арçын çитрĕ. Ăна та кунта ĕçлекенсем аван пĕлеççĕ. Пĕччен арçын тахçантанпах орхидейăпа «чирлет». Çĕнĕрен çĕнни кирлĕ хайхискере. Телефон çинчи сăн ÿкерчĕксене кăтартрĕ, хăйĕн пысăк хваттерĕнче ытарайми хитре сад çавăрнă вăл. Мĕн тĕрли кăна çук-ши? Орхидейăсăр пуçне тек нимле чечек те кирлĕ мар ăна. Муркаш тăрăхĕнчен килнĕ мучи те вăрах пăхса çÿренĕ хыççăн орхидейăна куç хыврĕ. Урамра çил-тăман вĕçтеретчĕ, ăна шăнасран хăраса хĕвне чиксе кайрĕ. Кам валли илнине ыйтсан: «Вăрттăнлăх», — терĕ чеен кулса. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.