Çĕнтерĕве онлайн мелпе паллă тăвăпăр

30 Ака, 2020

Алла Салаева вице-премьер паян журналистсем валли брифинг йĕркелесе Çуркуннепе Ĕç тата Çĕнтерÿ уявĕсене мĕнле паллă тăвасси çинчен каласа пачĕ. Калаçăва çавăн пекех культура тата ĕçлев министрĕсем Роза Лизакова, Алена Елизарова хутшăнчĕç.

Коронавирус инфекцийĕ сарăлассинчен сыхланасси уявсен йĕркелĕвне те витĕм кÿрет — пĕтĕм мероприяти тĕпрен илсен онлайн мелпе иртет. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче онлайн-шестви пулĕ. Унта хутшăнмашкăн чылай коллектив çырăннă ĕнтĕ: трактор завочĕ, ЧЭАЗ, ЧПУ, ыттисем.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕн тĕп сăнарĕсем, паллах, ветерансем пулĕç. Президент, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн Çĕнтерÿ юбилейĕ тĕлне палăртнă тÿлевсене панă, параççĕ. Парнесемпе юбилей медалĕсем те, ăшă саламсем те пулĕç. Çĕнтерÿ кунĕнче 10 сехетре Президент халăха телеэфирта чĕнсе калĕ, вăрçă паттăрĕсене, тыл ĕçченĕсене саламлĕ. 19 сехетре телеэфиртах паттăрсене асăнса пĕр минут шăп тăнине трансляцилĕç, унтан пурне те вăрçа хутшăннисен сăн ÿкерчĕкĕсене илсе балконсем çине тухма, çĕршыв анлăш пысăк хорпа «Çĕнтерÿ кунĕ» юрра юрлама чĕнеççĕ. 22 сехетре вара чÿречесене хунарсен, çуртасен çутипе çутатма сĕнеççĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас