Çĕнтерĕве халалласа йывăç лартрĕç

Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн Чăваш Ене сумлă хăнасем килсе çитнĕ: Раççей ШĔМĕн управлени пуçлăхĕ, полици полковникĕ Сергей Волков, РФ Оборона министерствин автотранспорт управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Климов полковник, чăвашсен федерацин наци культура автономийĕн вице-президенчĕ Анатолий Григорьев тата ыттисем.  Малтан вĕсем «Спартак» спорт керменĕнче В.Ильин вице-адмирал парнисене çĕнсе илесишĕн тупăшакан волейболистсене ăнăçу суннă.

Унтан Шупашкар районĕнчи Криккакасси çывăхĕнчи Космонавтсен аллейинче Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитнине халалласа йывăç лартрĕç. Çавăн пекех унта Чăваш Енри пахчаçăсен союзĕн председателĕ Юрий Соколов, Шуршăлти Космонавтика комплексĕн директорĕ Александр Тукмаков тата «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина хутшăнчĕç. 

Каçхине хăнасем Çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă уява çитсе курĕç. 

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас