Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннисене – юбилей медалĕсем

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Правительство çуртĕнче вăрçă ветеранĕсене — 12 çынна — «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медалĕсем пачĕ.

Мероприятие уçнă май Олег Николаев Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2020 çула Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ тесе пĕлтернине аса илтерчĕ. «Кăçал хаяр вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитет. Çакă — эсир çапăçу хирĕсенче кăтартнă паттăрлăхăн тата тылра ырми-канми вăй хунă çынсен ĕçĕн пĕрлехи кăтартăвĕ. Эсир Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннă. Тайма пуç сире!» — терĕ вăл. Олег Николаев Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине халалласа çĕршывра юбилей медалĕсем кăларнине, çак наградăна Чăваш Енре 10 пине яхăн çын илессине пĕлтерчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Правительство çуртне килнĕ кашни ветерана медаль панă май алă тытса саламларĕ, вĕсене çирĕп сывлăх сунчĕ. Тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ, Шупашкар хулин Ленин районĕнчи Ветерансен канашĕн президиумĕн председателĕн çумĕ Валентин Соловьев Олег Николаева пухăннисен ятĕнчен тав сăмахĕ каларĕ, хăйсем çамрăк ăрăва çарпа патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе малашне те май килнĕ таран хутшăнассине пĕлтерчĕ.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. 

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас