Çĕнĕлĕхсем ĕç тухăçлăхне ÿстереççĕ

24 Çурла, 2017

«Онкологири информаци тата инноваци технологийĕсем» темăпа паян Шупашкарта регионсен хушшинчи ăслăлăх-практика конференцийĕ уçăлчĕ.

Телекоммуникацисем аталанса пыни медицина аталанăвне те пысăк витĕм кÿрет. Хальхи вăхăтра телемедицина мелĕсемпе усă курса чирлĕ çынсене консультаципе пулăшасси, кăткăс операцисем тăвасси сарăлсах пырать. Чăваш Республикинче телемедицина технологийĕсемпе чи малтан онкологи диспансерĕ усă курма пуçланă.

Ăслăлăх-практика конференцине шăпах çак ĕç-хĕлпе — шыçă чирĕсене тупса палăртассинче тата сиплессинче информаци технологийĕсемпе усă курнипе — паллаштаракан докладпа онкодиспансерăн тĕп тухтăрĕ Лидия Воропаева уçрĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче палăртнă тăрăх — электрон регистратурăна, электрон мелпе черете йĕркелесе тăрассине, чирлисене регистрацилессин тытăмне, эмелсене шута илессине тата ыттине те ĕçеттерсене яни пациентсен кăмăлне тивĕçтерме, ĕç тухăçлăхне ÿстерме май килнине палăртрĕ. Çавăн пекех 2016 çулхи çу уйăхĕнче онкодиспансер Раççейри Н.Н.Блохин ячĕллĕ онкоцентрăн ăста специалисчĕсемпе телемедицина консультацийĕсем ирттерессине йĕркелесе янă. Çĕнĕ технологисем пулăшнипе паян республикăри больница федераци шайĕнчи центрпа тачă çыхăнса ĕçлет.

Конференцире тухса калаçакансем çавăн пекех онкологи службин ĕç-хĕлне тухăçлă йĕркелессипе, телемедицина коммуникацийĕсемпе, усал шыçă чирĕсене тупса палăртассинче тата сиплессинче инноваци меслечĕсемпе усă курассипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç.

Ăслăлăх-практика конференцийĕ ыран, çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче, хупăнать. Конференцин иккĕмĕш кунĕнчи программинче ăсталăх класĕсем ирттерессине палăртнă. Онкомаммологири операцисем çинчен Чăваш Республикин тĕп онкологĕ С.Агафонкин каласа кăтартĕ, хĕрарăмсен кăкăр ракне малтанхи тапхăрта тупса палăртассипе çыхăннă ăсталăх классне Н.Н.Блохин ячĕллĕ онкоцентр ĕçченĕ Н.Кочергина ирттерĕ.

Лидия ВОРОПАЕВА, Чăваш Республикинчи онкологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕ:

Пирĕн ĕçри тĕп тата пĕртен-пĕр тĕллев — усал шыçă чирĕсенчен вилекенсен шутне чакарасси. Çĕнĕ технологисемпе усă курни онкологи чирĕсене малтанхи тапхăрта тупса палăртассине самай ÿстерет. Пирĕн хамăрăн меслетсем пур, кÿршĕ регионсенчи ĕçтешсен — хăйсен. Ăслăлăх-практика конференцине хутшăнса медицина ĕçченĕсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ, унпа малашнехи ĕçре усă курма пултараççĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас