Çамрăксен правительствине - пуçаруллисене

11 Нарăс, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи январĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Çамрăксен правительствине туса хурасси çинчен калакан Указа алă пусрĕ. Ăна хĕрсемпе каччăсене республикăн обществăпа политика пурнăçне тата пуçаруллăрах явăçтарас тесе йĕркелеççĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн Указĕнче Çамрăксен правительствине «Çамрăк граждансен социаллă пуçарăвĕсене пулăшас тата ăнăçлă пурнăçламашкăн условисем туса хурас, вĕсене социаллă пурнăçпа экономика тата обществăпа политика ыйтăвĕсен комплексне татса памашкăн явăçтарас, пултарулăх вăй-хăватне аталантарас, ЧР ĕç тăвакан влаç органĕсем валли кадрсем хатĕрлес тĕллевпе» туса хурассине палăртнă. Çамрăксен правительстви - консультаци паракан тата канашлу органĕ, ăна конкурс суйлавĕн кăтартăвĕсем тăрăх йĕркелеççĕ. Асăннă тытăмăн ĕç-хĕлĕн тĕп направленийĕсем: Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.