Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи январĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Çамрăксен правительствине туса хурасси çинчен калакан Указа алă пусрĕ. Ăна хĕрсемпе каччăсене республикăн обществăпа политика пурнăçне тата пуçаруллăрах явăçтарас тесе йĕркелеççĕ.
Республика Президенчĕ 2006 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Пысăк тата вăтам ял хуçалăх организацийĕсене аталантармашкăн пулăшмалли хушма май çинчен» 61-мĕш указ кăларнă. Вăл мĕнле пурнăçланать-ха? Çакăнпа çыхăннă ыйтусене ЧР Ял хуçалăх министерствин кадр политикин тата вĕренӳ пайĕн ертӳçи Вероника Николаева хуравлать.