Ӳсĕмшĕн ертӳçе - çăмăллăх

Республика Президенчĕ 2006 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Пысăк тата вăтам ял хуçалăх организацийĕсене аталантармашкăн пулăшмалли хушма май çинчен» 61-мĕш указ кăларнă. Вăл мĕнле пурнăçланать-ха? Çакăнпа çыхăннă ыйтусене ЧР Ял хуçалăх министерствин кадр политикин тата вĕренӳ пайĕн ертӳçи Вероника Николаева хуравлать.

- Документа мĕн тĕллевпе йышăннă?

- Чăваш Ен ертӳçи Министрсен Кабинетне ял хуçалăхĕн пысăк тата вăтам организацийĕсене аталантармалли, усă куракан çĕр лаптăкне ӳстермелли, продукци ытларах туса илмелли çула палăртма, экономикăпа социаллă пурнăç кăтартăвĕсене лайăхлатнăшăн тата нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăх ертӳçисене организацисен йĕркелӳ-право никĕсне пăхмасăр хавхалантарма хушнă.

- Хуçалăхсен йывăр урапине малаллах туртасси ертӳçсенчен нумай килет. Республика влаçĕ председатель е директор пурнăçне лайăхлатсан вĕсем производство ӳсĕмне хăвăртлатасса шанать. Указа АПКри ун чухнехи лару-тăрăва шута илсе кăларнă. 2006 çул тĕлне республикăра аван тупăш илекен пысăк хуçалăхсем сахал юлчĕç. Пĕчĕккисем çĕр ĕçĕнче, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче халĕ те ăслăлăх-ăсталăхпа туллин усă кураймаççĕ, хăватлă техника хатĕрĕ туянаймаççĕ, производствăна çĕнĕлĕх кĕртеймеççĕ. Сăмахран, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хуçалăхĕпе, «Ольдеевская» агрофирмăпа е «Авангард» обществăн Çĕрпӳ беконĕ» филиалĕпе танлашаймаççĕ. Ку - пуриншĕн те паллă. Министрсен Кабинечĕ указа пурнăçлас тĕллевпе мĕнле йышăну тунă?

- Республика хыснинчен уйăракан укçаран пурăнмалли вырăн тутармашкăн /туянмашкăн/, ăна юсаттармашкăн социаллă тӳлевпе тивĕçтерме, ипотека кредичĕн процентне тӳлесе татма ыйтакан пысăк тата вăтам хуçалăхсен ертӳçисене çирĕплетме правительство комиссийĕ йĕркеленĕ. Тӳлев йĕркине туса хатĕрленĕ. Патшалăх саккасçисем - Ял хуçалăх тата Строительство министерствисем. Документ еплерех пурнăçланнишĕн вĕсем яваплă. Комисси республика паракан çăмăллăхпа усă куракансен йышне çирĕплетет. Унта хуçалăх экономикинче социаллă пысăк ӳсĕм тунă, тӳрĕ кăмăлпа нумай çул вăй хунă ертӳçсене кĕртеççĕ. Комиссире 15-ĕн. Председателĕ - ял хуçалăх министрĕ. Унта тăракансен пысăкрах пайĕ майлă сасăласан кандидата пулăшу илекенсен ушкăнне илеççĕ. Хирĕççисем, майлисем пĕрешкел сасă пухсан ыйтăва председатель сасăлавĕ татса парать.

- Çăмăллăха мĕнле çитĕнӳшĕн параççĕ?

- Министерствăна документсем тăратичченхи çул кандидат ертсе пыракан вăтам организацире - 101-250, пысăккинче 251 çын е ытларах тăрăшнине, ял хуçалăхĕнче тавар /пулăшу ĕçĕпе пĕрле, хушма хакран тытакан налука шута илмесĕр/ 10 миллионран сахал мар тенкĕлĕх туса илнине, хуçалăх кассине çуллен таса тупăш /хырçă-марçă хакĕ кĕмест/ хывнине, юлашки 5 çулта ял хуçалăх производствине ӳстернине çирĕплетмелле. Коллективра вăй хуракан çыннăн кашни уйăхри вăтам ĕç укçи иртнĕ çулхинчен ӳснине палăртсан çеç кандидат ыйтăвне тивĕçтереççĕ. Хуçалăх кăтартăвне тепĕр çул лайăхлатсан кандидат хăйĕн хушаматне списока кĕрттерессишĕн иккĕмĕш хут тăратма пултарать.

- Документсемпе паллашрăм та социаллă тӳлевсĕр пуçне вĕсене ипотека кредичĕн процентне саплаштарма пулăшнине пĕлтĕм. Тӳлев миçе тенкĕпе танлашать тата мĕнле кредит проценчĕ пирки сăмах пырать?

- Тӳлев пурăнмалли вырăн хакĕн 70 проценчĕпе танлашать. Вăл пĕр миллион тенкĕрен ытла мар. Унпа хатĕр хваттер е çурт туянма, е строительсене тытса пӳрт е пая кĕрсе нумай хутлă çуртра хваттер тутарма, е хăй пурăнакан çурта юсаттарма, е тĕпрен юсаттарма пултарать. Укçапа усă курма ирĕк паракан тĕп документ - социаллă тӳлевпе тивĕçтерме йышăннине çирĕплетекен свидетельство. Унта миçе тенкĕ куçарассине те çыраççĕ.

Халĕ ыйтăвăн иккĕмĕш пайĕ пирки. Паян хулара ик-виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер туянма, строительсене тытса ялта пӳрт е пая кĕрсе нумай хутлă çуртра хваттер тутарма пĕр миллион тенкĕ çителĕксĕр, чылай ытларах тухса каять. Ăна ăçтан тупмалла? Банкран ипотека кредичĕ илеççĕ. Указпа килĕшӳллĕн унăн процентне республика хыснинчен уйăракан укçаран саплаштараççĕ. Патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ çыннăн ăна илме коммерци банкĕнче ятарлă счет уçмалла, республикăн Строительство министерствине хваттер е çурт туяннине, е строительсене тытса пӳрт е пая кĕрсе нумай хутлă çуртра хваттер тутарнине, е хăй пурăнакан çурта юсаттарнине, е тĕпрен юсаттарнине çирĕплетекен акт, строительсемпе çирĕплетнĕ килĕшĕве тăратмалла. Кĕскен, çын пурăнмалли вырăнлă пулсан кăна кĕмĕл пĕр вырăнтан тепĕрне куçать.

- Вулакансене кăсăклантаракан тĕп ыйту: кăçалччен миçен тата камсем çав чыса тивĕçнĕ?

- Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 28-ăн. Вĕсем ял хуçалăхĕнче 10 çултан сахал мар, ытларахăшĕ 20-30 е ытларах çул вăй хунă. Вĕсене тӳлевпе тивĕçтерме тата кредит процентне тӳлесе пыма республика бюджетĕнчен - 26,983 миллион, çав шутра тӳлев валли - 26,898 миллион, кредит процентне саплаштарма 85,3 пин тенкĕ куçарма йышăннă.

- Вĕсем банкран ипотека кредичĕ илменпе пĕрех иккен.

- Социаллă пулăшăвăн вăтам виçи 963,7 пин тенкĕпе танлашнă. Тĕрлĕ сăлтава пула 2006 çулта пулăшу пама пуçламан. 2007 çулта - 15, 2008 ç. - 4, 2009, 2010, 2011 тата 2013 çç. - 2-шер, 2012 ç. пĕр çынна тӳлевпе тивĕçтерме тата кредит процентне саплаштарма списока кĕртнĕ. Çак информаципе пурте тата кирек хăш вăхăтра та паллашма пултараççĕ. Ăна Ял хуçалăх министерствин сайтне вырнаçтарнă.

- Тавах указпа паллаштарнăшăн. Юлашки çулсенче унпа усă курни нумайăн мар. Паллах, документ тухăçлăхне Ял хуçалăх министерстви хак парать. Вăл пысăк тата вăтам хуçалăхсен хисепне, производство калăпăшне, вăтам ĕç укçине ӳстерме, ял экономикине инвестици ытларах хывма пулăшрĕ-ши? Ку ыйтăва малашне те çĕклĕпĕр.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.