Çамрăксем 30 пинрен кая мар ыйтаççĕ
24 Oct, 2018 | Экономика | шалу

Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче шалу пирки те калаçу пулчĕ.

Республикăн ял хуçалăхне аталантармалли патшалăх программи ял хуçалăх ĕçченĕсен шалăвне пысăклатас енĕпе курăмлă улшăнусем кÿмелле. 2035 çул тĕлне ĕç укçи те хальхинчен 168% хăпармалла. Çак тĕллеве пурнăçламалли майсемпе Михаил Игнатьев пайăррăн кăсăкланчĕ: «Ял хуçалăхĕнче шалу республикăри вăтам шайăн 65-70% чухлĕ пулни çамрăксене çĕр çинче ĕçлеме хавхалантармасть. Вĕсем çаплах калаççĕ: 30 пин тÿлĕр — пăхăпăр…» Сергей Артамонов министр пилĕк çул каялла кăна АПКра ĕç укçи Чăваш Енри вăтам шайăн 55% чухлĕ пулнине аса илтерчĕ. Унтанпа самай хăпарнă. Татах пысăклатмалла. Çав шутра чи малтанах — ĕç тухăçлăхне пысăклатса. Унсăрăн ял хуçалăхĕ çамрăксемшĕн илĕртÿллĕ отрасль пулаймĕ.

Правительство членĕсем тишкернĕ тепĕр программа — культурăпа туризма аталантармаллискер. Ăна тишкересси те ĕç укçипе çыхăннă темăсăр пулмарĕ. Михаил Игнатьев культура сферине пысăк укçа хывнине палăртрĕ. Çав шутра — культура ĕçченĕсен шалăвне ÿстерме те. Ултă çул каялла вĕсен ĕç укçи 13 пин тенке те çитеймен, паян вăтам виçе 24 пинрен иртет. Çавна май культурăшăн яваплă çынсенчен хăйсенчен ытларах кĕтни те вырăнлă.

www.hypar.ru

 

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас