Çамрăк спортсменсем çитĕнÿпе савăнтараççĕ

6 Юпа, 2015

Вĕсем - пирĕн пуласлăх, пирĕн шанăç

Шкул ачисен спартакиади - çамрăк спортсменсене анлă çул çине тухма пулăшакан ăмăрту. Унта палăрнисене Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышне илеççĕ. Спорт резервне хатĕрлес тĕллевпех пирĕн çĕршывра ăна тепĕр хут 2003 çулта чĕртсе тăратрĕç. Çав тапхăртанпа хĕллехи тата çуллахи спартакиадăсене çичĕ хут йĕркелерĕç. Вĕсенче чăваш хĕрĕсемпе каччисем те çулсерен ăнăçлă ăмăртаççĕ. Кăçал вара ентешсем тĕрлĕ турнирта 12 медаль çĕнсе илчĕç

Фристайл çăлтăрĕ

Хĕллехи спартакиада паттăрĕ - 15-ри Лана Прусакова. Ăмăртăва хутшăннă 7 спорт­сменран вăл кăна наградăсем çĕнсе илме пултарчĕ. Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан пике фристайлçăсен турнирĕнче слоуп-стайл тата хаф-пайп енĕпе ылтăнпа бронза медальсене тивĕçнĕ. Унăн тренерĕ Никита Васильев /вăл та - республикăри чи пултаруллă фристайлçă, Чăваш Ен чемпионĕ, Пĕтĕм Раççейри ăмăртусен призерĕ/ каланă тăрăх - Лана çинчен Раççей фристайлĕн пуласлăхĕ теççĕ. Çĕршыври сумлă тренерсем те унран тĕлĕннĕ: Шупашкар хĕрĕ 15-рех çĕршыв чемпионки пулса тăчĕ, Раççей кубокĕнче çĕнтерчĕ.

- Вăл йывăр элементсене пурнăçлама пултарать. Çичĕ тата тăхăр хут сикесси вара çамрăкшăн пĕрре те çăмăл мар. Ку паха енсене малалла та аталантарма тăрăшăпăр. Хамăр патра тренировкăсем ирттерме услови çукки кăна ĕçе чарса тăрать. Çĕнĕ сезонта лайăхланасса кĕтетпĕр. Ун чухне кăтартусем ÿсеççех. Хальхи вăхăтра вара тĕрлĕ хулана тухса çÿретпĕр, сборсенче ют çĕршывсенче пулатпăр, - лару-тăрупа паллаштарчĕ çамрăк тренер.

Фристайлçăсем ăмăрту вăхăтĕнче те, тренировкăра та суранланма пултараççĕ. Ланăна ку шиклентермест, вăл - хăюллă та харсăр хĕр. «Хăратăн пулсан вăрмана ан кай теççĕ. Эпĕ яланах асăрхануллă пулма тăрăшатăп. Питĕ кăсăклă спорт ку. Сăрт-ту йĕлтĕрçисен ушкăнне лексенех килĕштертĕм ăна. Çитĕнÿсем те хавхалантараççĕ», - тет Лана. Хальхи вăхăтра çамрăк спортсменка çĕнĕ сезонти чи сумлă ăмăртусене - тĕнче кубокĕн тапхăрĕсене - хатĕрленет.

Çĕнĕ Шупашкарсем - маттурсем

Шкул ачисен хĕллехи спартакиадине хутшăннисем медальсенчен кăшт чухăнрах-тăк, çуллахисен пухмачĕ - пуян. Чăваш Ен чысне тĕрлĕ турнирта 56 çамрăк хÿтĕлерĕ. Вĕсем пурĕ 10 медаль çĕнсе илме пултарчĕç.

Спартакиадăра ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсем уйрăмах палăрчĕç. Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Ирина Алексеева, Наталья Дмитриева, Надежда Краснова /тренерĕ - РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Олимп вăййисен призерĕ Ольга Смирнова/, Шупашкарти 5-мĕш спорт шкулĕнче вĕренекен Анастасия Косарева /тренерĕ - Елена Жирнова/, «Спартак» хĕрĕ Лариса Щукина /тренерĕ - Владимир Казанкин/ хăйсен виçисенче медальлĕ пулчĕç. Вĕсен йышĕнче чи маттурри - Кÿкеç тăрăхĕн пики Ирина Алексеева. Вăл 40 килограмлă виçере çĕршыври чи вăйлă спортсменсене çĕнтерсе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Пĕлтĕр Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ Раççей ăмăртăвĕнче те мала тухнăччĕ, кăçал тĕнче турнирне хутшăнма тивĕçрĕ.

Раççей спартакиадинче палăрнă пĕртен-пĕр каччă - Александр Адикин. Йывăр атлетикăпа туслăскер Краснодар крайĕнчи Сукко поселокĕнче иртнĕ финалта пур яша парăнтарса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ - 16-ри каччă 50 килограмлă спортсменсен ушкăнĕнче чи нумай очко пухрĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптанă хушăрах кашни кун уроксем хыççăн спорт керменне Владимир Тимошин тренер патне темиçе пăтлă штангăна йăтма васкать. Вăл, йывăр атлетика пуласлăхĕ, пире хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе татах савăнтарĕ-ха.

«Хĕвел çути»

Çапла хаклаççĕ Даша Белоусовăна - хĕвел пекех çутă та хаваслă сарă хĕрачана. Чăваш Ен тĕп хулинчи Олимп резервĕсен 6-мĕш спорт шкулне пиллĕкмĕш çул çÿрекенскер 11 çулта кăна-ха. Пурте пĕлекен юмахри Дюймовочка пек чипер те пĕчĕкскер кăна пулин те унăн пухмачĕнче бронза медаль пур та ĕнтĕ. Ăна вăл шăпах спартакиадăра çĕнсе илчĕ.

«Даша шкул çулне çитсен те ÿсĕмĕпе ытти хĕрачасенчен юларах пыратчĕ, çавăнпа ăна эпĕ спорт шкулне çавăтса кайрăм. Спортпа туслă, сывă та тĕреклĕ пултăр… кăштах та пулин ÿстĕр-ха терĕм, - кулать спортсменка амăшĕ. - Анчах та манăн шанăç тÿрре тухмарĕ. Чăннипе вара вăл мана тĕлĕнтерчĕ - хăйĕн ăсталăхĕпе, тăрăшулăхĕпе. Хĕрĕм спорт гимнастикине çав териех юратасса шухăшламан та. Халĕ эпĕ уншăн савăнатăп, унпа мухтанатăп. 5 çул каялла тунă утăм тĕрĕсех пулнăшăн хĕпĕртетĕп», - тет Ирина Сергеевна.

Даша хăй те çитĕнĕвĕсемпе кăмăллă. Чи малтанах, паллах, Маргарита Иванова тренера тав тăвать. «Маргарита Владимировна мана яланах пулăшса, хавхалантарса пырать. Эпир унпа куççульне те, савăнăçне те пĕрле пайлатпăр. Спорт гимнастикинчен лайăхраххи урăх нимĕн те çук. Манăн ĕмĕт - 2020 çулхи Олимп вăййисене хутшăнасси», - çитĕннĕ çын пекех калаçрĕ хĕрача.

Маттур! Пултарать! Ĕмĕчĕ пурнăçлантăр çеç Дашăн. Пĕтĕм тĕнче Универсиадин чемпионки Полина Федорова пек пултаруллă спортсменка пулатех вăл.

Чи çывăх юлташ - велосипед

Çĕршыври çамрăк велосипедçăсен хушшинче чи маттурри шутланакан Олеся Крылова /маларах вăл Раççейри юниорсен чемпионатĕнче çĕнтернĕччĕ/ шкул ачисен спартакиадинче те пĕрремĕш пулмаллаччĕ. Шел те, ăмăрту умĕн чирлесе ÿкнĕ. Çапах лайăх мар çанталăка пăхмасăр старта тухрĕ, дистанцие виççĕмĕш вĕçлеме хал çитерчĕ. Чăн-чăн спортсмен!

- Олесьăна кунашкал çанталăк хăратмасть - йĕпе-сапа вăхăтĕнче сахал ăмăртнă-им вăл! - çирĕплетет унăн тренерĕ Вячеслав Георгиев. - Ман патăма вăл 2009 çулта килчĕ. Ун чухне шкул ачи кăначчĕ-ха, паян - Олимп резервĕсен училищин 1-мĕш курс студентки. Спартакиадăна иккĕмĕш хут хутшăнчĕ. Ку хутĕнче те хăйне кăтартма пултарчĕ. Унăн çитĕнĕвĕ - манăн çитĕнÿ», - терĕ Вячеслав Михайлович.

Велосипед çине Олеся пĕрремĕш хут ача чухнех ларнă, велоспорт ăсти пуласси çинчен тĕлленмен, паллах. «Унччен эпĕ самбопа, каратэпе кăсăкланаттăм. Анчах килĕшсех каймарĕç вĕсем мана. Пĕррехинче хулари 7-мĕш спорт шкулне çамрăксене пухни çинчен пĕлсен кайса пăхас терĕм. Акă, унтанпа 6 çул та иртрĕ. Велосипед манăн чи çывăх юлташăм пулса тăчĕ. Анчах хальлĕхе хамăн çук-ха. Шанатăп, пулатех», - чунне уçрĕ 16-ри хĕр.

Аэробикăран - самбона

Вăрмарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Наташа Агапова ытти хĕрача пекех аэробикăна çÿренĕ, хитре те илĕртÿллĕ пулас тенĕ, ахăртнех. Самбо тенине илтнĕ-ха вăл. «Мĕнле ташă-ши?» - тесе те кăсăкланнă. Ташлама вĕренес тĕллевпех юлташ хĕрсемпе пĕрле "Самбо секцийĕ" тесе çырнă алăка уçнă. Ташăçсем пекех мăшăрлăн тăракан арçын ачасем пĕр-пĕринпе тытăçса ÿксен хăнасем анрасах кайнă. Тĕлĕннĕ вĕсем. Аплах пулнă-и - кăна çирĕплетсех каламăпăр та, çапах тухса кайма васкаман хĕрсем. Лев Уливанов тренер ырă кăмăллă пулни, ăшшăн йышăнни чунĕсене çемçетнех пулĕ. Малтанлăха курма тесе çеç çÿренĕ Наташа унтах юлнă. «Шăпа пÿрни алăк умнех килет», - тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ.

Çапла вăл 2011 çултанпа тĕрлĕ ăмăртура "самбист” ята чыслăн хÿтĕлет, Атăлçи округĕнчи, Раççейри турнирсенче малти вырăнсене йышăнать. Паян унăн - 3 «ылтăн». Кăçал тепĕр наградăпа - спартакиада «кĕмĕлĕпе» - пуянланчĕ. Хальхи вăхăтра вăл - Олимп резервĕсен училищин студентки. ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Сергей Пегасов ăна хăйĕн хÿттине илнĕ.

Самбопа туслă ачасен турнирĕнче тепĕр хĕрĕн ячĕ те янраса кайрĕ. Вăл - Катя Петрова /тренерĕ - Денис Арсентьев/. Самбопа дзюдо шкулĕн маттурĕ 52 килограмм виçеллĕ хĕрсен ушкăнĕнче иккĕмĕш кăтартупа палăрчĕ.

Шкул ачисен кăçалхи спартакиади пулнăранпа вăхăт нумаях та иртмерĕ-ха, çамрăк спортсменсем вара çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи турнирсене хатĕрленме те пуçларĕç. Пирĕн хĕрсемпе яшсем унта та паттăр та хăюллă пулаççех, спорта юратакансене те, хăйсен тренерĕсемпе вĕренекенĕсене те çитĕнÿсемпе савăнтараççех.

 

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.