Бюджет социаллă тĕллевлĕ

27 Чÿк, 2018

Ноябрĕн 27-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 25-мĕш сессийĕ хăйĕн ĕçне малалла тăсрĕ. Унта тĕп ыйту Чăваш Республикин 2019 çулхи, планпа пăхнă 2020 тата 2021 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ пирки калакан саккун проектне сÿтсе явасси пулчĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова асăннă саккун проектне депутатсем ноябрĕн 16-мĕшĕнче пĕрремĕш вулавпа йышăннине аса илтерчĕ. Иккĕмĕш вулава хатĕрленнĕ май ăна парламентăн комитечĕсенче пăхса тухнине, унта министрсем, ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем те хутшăннине пĕлтерчĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина бюджет республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пысăк витĕм кÿнине пĕлтерчĕ. Çитес виçĕ çулти бюджет социаллă тĕллевлĕ пулнине палăртрĕ. «Бюджет тăкакĕсен пысăк пайĕ — социаллă расхутсем. Патшалăх пулăшăвĕн мерисем малашне те пурте сыхланса юлаççĕ, çав шутрах — социалă тÿлевсем те. Кăçалтан вара ачаллă çемьесене пулăшмалли çĕнĕ мел вăя кĕнĕ. Вăл — пĕрремĕш ача çуралсан паракан тÿлев. 2019 çулта бюджетра çак тĕллевпе кăçалхинчен 2 хут нумайрах укçа пăхса хăварнă. Бюджет сферинче ĕçлекенсен шалăвĕ те кашни çулах пысăкланса пырать», — терĕ министр. Светлана Енилина бюджетра социаллă объектсем хăпартмашкăн тата тĕпрен юсаса çĕнетмешкĕн те укçа уйăрнине çирĕплетрĕ.

Сессире парламентарисем бюджет пирки хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç, хăш-пĕр саманта уçăмлатас терĕç. Оппозицири депутатсем йăлари хытă каяша пуçтарнăшăн тата турттарса тухнăшăн тÿлемелли çĕнĕ йĕрке халăх хушшинче ăнланманлăх çуратни çинче чарăнса тăчĕç. Çынсем тÿлемелли квитанцисене илнĕ, анчах ялта çÿп-çап пăрахмалли вырăнсем те, контейнерсем те çук. Çакна РФ Патшалăх Думин депутачĕ Валентин Шурчанов та çирĕплетрĕ: ун патне Елчĕк районĕнче пурăнакан çын шăнкăравланă-мĕн. ЧР Патшалăх Канашĕн Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Сергей Павлов çынсем çÿп-çап контейнерĕсене общество инфратытăмне вырăнти пуçарусене тĕпе хурса аталантармалли программăна хутшăнса туянса вырнаçтарма пултараççĕ терĕ: ун пек чухне кирлĕ укçан пысăк пайне патшалăх уйăрать-çке.

Депутатсенчен ытларахăшĕ республикăн 2019 çулхи, планпа пăхнă 2020 тата 2021 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ пирки калакан саккун проектне иккĕмĕш вулавпа йышăнассишĕн сасăларĕç.

Вĕсем çавăн пекех Обязательнăй медицина страхованийĕн территорири фончĕн 2019 çулхи, 2020 тата 2021 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ, пассажирсене автомобиль транспорчĕпе турттарассине йĕркелесси пирки калакан саккун проекчĕсене иккĕмĕш вулавпа йышăнчĕç. ЧР Патшалăх Канашĕнче яланхи професси никĕсĕ çинче ĕçлекен депутатсен шутне чакарас — 10-ран 9 çеç хăварас — тесе йышăнчĕç. Республика саккунĕсен темиçе статйине федераци шайĕнчисемпе пĕр килтерес тесе улшăнусем кĕртессишĕн сасăларĕç.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Теги: 

Комментари хушас