Бульвара юсаса пĕтернĕ

25 Юпа, 2019

Шупашкарти Электроаппаратçăсен бульварне тĕпрен юсанă хыççăн паян савăнăçлă пуху ирттерсех уçрĕç.

Вăл Ленин районĕнче, К.Маркс урамне Президент бульварĕпе çыхăнтарать. Юсава «Дорэкс» АО пурнăçланă. Хула администрацийĕ унпа кăçалхи çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче килĕшÿ çирĕплетнĕ. Унта строительствăна явăçтарма 48,44 млн ытла тенкĕ пăхса хăварнă. Ĕçе вăхăтра пурнăçланă.

Автоçул тăршшĕ — 325, сарлакăшĕ 14 метр. Унăн икĕ енĕпе — илемлĕ брусчаткăллă тротуар, кашнин сарлакăшĕ 2,25 м. Канализаци тата ĕçмелли шыв пăрăхĕсене, телефон çыхăнăвĕн тата микрорайонти çурт-йĕре тивĕçтермелли электричествăн, бульвара тĕттĕмре çутатмалли электролинин кабелĕсене çĕнĕрен тăснă, икĕ светофор вырнаçтарнă, çул тăршшĕпе тата сарлакăшĕпе асфальт сарнă.

Кĕскен: бульвара технологие пăхăнса юсанă, çул пахалăхĕ лайăх.

Савăнăçлă пухăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, «Дорэкс» АО коллективĕ, Электроаппаратçăсен бульварĕн микрорайонĕнче пурăнакансем хутшăнчĕç.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн тĕп хулинче тепĕр пĕлтерĕшлĕ объекта ĕçе кĕртнĕ ятпа пуçтарăннисене саламларĕ, объекта контрактра пăхнă вăхăтра хута янăшăн подрядçăна тав турĕ.

Автоçулпа чи малтан «Дорэкс» обществăн йывăр автомашинисем иртсе пахалăха тĕрĕслесе пăхрĕç. Унтан ЧР Пуçлăхĕ пухăннисене хула историне кĕрсе юлма тенĕ пек бульварпа «Каскад» суту-илÿ центрĕ патне çитиччен çуран утса тухма сĕнчĕ — пурте килĕшрĕç. Журналистсен ушкăнĕ те юлмарĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас