Бизнеса мĕн чăрмантарать?

11 Пуш, 2020

Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков хăйĕн 2019 çулхи ĕçĕ çинчен отчет турĕ.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, предпринимательсем Чăваш Енĕн шалти пĕтĕмĕшле продуктне хывакан тÿпе самай пысăк — 30% ытла. Анчах, шел те, пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕ чăрмавсăр мар. Çакă предпринимательсен йышĕ чакнинче те курăнать. 45,3 пин субъект — çулталăк каяллахипе танлаштарсан 98,3%. Вĕсем патĕнче ĕçлекенсен шучĕ те 3,5 пин çын чухлĕ чакнă — паян 154,6 пин çын ĕçлет. Çав вăхăтрах пĕчĕк тата вăтам бизнес тÿлекен налуксем ÿсни палăрать — пĕлтĕр 120% танлашнă.

Лару-тăру лайăхланманнине бизнес представителĕсем хăйсем те палăртаççĕ, нумайăшĕ йывăрлани пирки те калать. Ятарласа ыйтăм ирттернĕ те — чăрмавсен шутĕнче тĕрĕслев органĕсем йĕркелекен мероприятисем нумайланнине, административлă штрафсем, налуксем пысăккине, çурт-йĕр йышăнакан çĕр лаптăкĕсене харпăрлăхра çирĕплетесси, çĕре пĕр категорирен теприне куçарасси йывăррине, ыттине палăртаççĕ.

Уйрăм тĕслĕхсен шутĕнче Александр Николаевич Шупашкар аэропорчĕ таврашĕнчи 15 километрлă зонăпа çыхăннă темăна та çĕклерĕ. Ыйтăвĕ паян çуралнăскер мар — ниепле те сирĕлмест. Кун пирки ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев та пĕлет. Çавна май вăл ку темăпа ятарлă канашлу ирттерме сĕнчĕ. Аэропортпа çыхăннă ыйту Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти çурт-йĕр строительствине чăрмантарать, ăна татса памаллах. Хальлĕхе вара бизнесшăн уçăмлăх пулмалла — вăл влаçсем мĕнле утăмсем тăвас кăмăллине пĕлсе тăтăр.

Республикăри виçĕ çĕр лаптăкне пĕр категорирен теприне куçарас ыйтăва татса пачĕç. Улатăр районĕнче ял хуçалăх тĕллевĕллĕ лаптăк автоçул валли кирлĕ — ыйту çук. Анчах тепĕр майлă тĕслĕх те пулать иккен — Елчĕк районĕнчи 131 гектара… ял хуçалăх категорине куçармалла. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ăнлантарнă тăрăх, «çав çĕрсене тахçан ăнланмалла мар саппас çĕрсен категорине /унашкалли те пур/ куçарнă. Халь каялла ял хуçалăх çĕрĕсен шутне тавăратпăр. Çав 131 гектар ахаль выртман — çĕрпе усă курнă. Анчах саппас категорире пулнă май лаптăка арендăна пама май килмен. Халь ку чăрмав сирĕлĕ».

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Комментари хушас