Бизнес умĕнче — пысăк тĕллевсем

Эрнекун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн 2018 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 204-мĕш «Раççей Федерацине 2024 çулчченхи тапхăрта аталантармалли наци тĕллевĕсем тата стратегиллĕ задачăсем» указĕнче палăртнă наци идейисемпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче предпринимательлĕхе вăйлатмалли çул-йĕр çинчен» ыйтупа «çавра сĕтел» хушшинчи калаçу ирттерчĕ.

Унта бизнес представителĕсем хутшăнчĕç. «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательсен республика туса илекен пĕтĕм продуктри производство кăтартăвĕ — 33%, муниципалитет саккасĕсен калăпăшĕнче вĕсен тÿпи 30% танлашать, — терĕ ЧР Пуçлăхĕ. — Çапах та пĕчĕк тата вăтам предпринимательсен тÿпи Чăваш Енре туса кăларакан мĕн пур таварăн укçа-тенкĕ çаврăнăшĕнче 70% таран йышăнмалла».

Михаил Игнатьев республикăри предпринимательсем çав-çавах «сăрă» схемăпа усă курса ĕçлекенсене «конвертпа» ĕç укçи тÿленине, шалуран налук куçарманнине сивлерĕ, бизнеса криминал çулĕнчен пăрма ыйтрĕ.

«Паян хыснана налук куçарас мар тесе ăна пытараççĕ, предприяти ăçта вырнаçнине пĕлтермеççĕ, — терĕ Пĕтĕм Раççейри пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн «Раççей тĕрекĕ» общество организацийĕн вице-президенчĕ Марина Блудян. — Производствине, таварне кăтартчăр, налук тÿлеччĕр тесен патшалăхăн мĕнле йĕрке йышăнмалла? Хăйсен кăмăлĕпех «тăрă шыв çине тухма» экономика енĕпе хавхалантарсан çеç çĕршыв умĕнче социаллă тĕллевсем енĕпе явапсăррисенчен пăрăнĕç».

Кун йĕркинчи ыйтупа республикăн пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхне пулăшассипе ĕçлекен агентство, ЧР гаранти фончĕн, бизнес-инкубаторĕн ертÿçисем тата ыттисем сăмах каларĕç.

 

Юрий МИХАЙЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас