"Березка" микрорайон илемленĕ

29 Юпа, 2019

Çитес вăхăтра Етĕрне хулинчи "Березка" микрорайон та илемленĕ.

Нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене муниципалитетăн хулан хальхи пурнăç ыйтакан хутлăхне туса хумалли программăпа йĕркене кĕртеç. Паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак микрорайона çитсе курчĕ, кунта пурăнакансемпе тĕл пулса калаçрĕ.  Çынсем Михаил Васильевича вĕсен çурт-йĕрĕ таврашĕнчи территорие хăтлăлатма пулăшнăшăн тав турĕç.

Хальхи вăхăтра кунта çуртсен умĕнчи тротуарсене юсанă, контейнер лартмалли вырăнсем тунă, ытти ĕçе пурнăçланă. 2020 çулта картишсене хăтлăлатмалли иккĕмĕш тапхăра вĕçлеме палăртнă. Килес çул кунта вăйă лапамĕсем, тренажер площадкисем туса лартĕç, йывăç-тĕмсемпе, чечексемпе тавралăха симĕслетĕç. "Эпир вырăна тухса çÿретпĕр, тĕрĕслетпĕр. Шел те, тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеменнисем те, палăртнисене вăхăтра туманнисем те пур. Пирĕн тĕллев - çынсен пурнăçне лайăхлатасси", - терĕ Михаил Игнатьев.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас