Аякри хуласенчен — наградăсемпе

Раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче Томскра кире пуканĕ йăтассипе çĕршыври студентсен чемпионачĕ иртнĕ.

 

Унта кăçал Европа, тĕнче чемпионачĕсенче 68 килограмлă виçере пĕрремĕш вырăн йышăннă Анастасия Александрова палăрнă. Хальхинче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студентки 24 килограмлă снаряда малтан — сылтăм, унтан сулахай алăпа 131 хут сулласа çĕкленĕ, ылтăн медале тивĕçнĕ. Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусен икĕ хут çĕнтерÿçи Александр Павлов та лайăх кăтартупа палăрнă. 32 килограмлă икĕ пукана вăл кăкăр çинчен 131 /пирĕн республикăн çĕнĕ рекорчĕ/ хут тĕртнĕ, икĕ енлĕ кĕрешÿре 204 очко пухса чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Сашăн тусĕсем Евгений Малинниковпа Алексей Иванов пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнă.

 

Владимир хулинче 18 çултан кĕçĕнрех штангистсен хушшинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче те пирĕн ентешсене ăннă. Патăрьелти спорт шкулĕнче вĕренекен Станислав Адикин 139 килограмлă снаряда кăкăр çинчен тĕртнĕ, икĕ енлĕ кĕрешÿре 249 кг пухнă. 17 çулти сатур яш 62 килограмлă виçере «ылтăнлă» пулнă.

 

Çак кунсенче Израильти Эйлат хули йывăр атлетсене йышăннă. Çамрăк спортсменсем Европа чемпионачĕн тĕп парнисене çĕнсе илессишĕн кĕрешнĕ. Ăмăртура Етĕрнери спорт шкулĕнче вĕреннĕ спортăн тĕнче класлă мастерĕ Ирина Баймулкина тĕлĕнтернĕ. Вăл икĕ енлĕ кĕрешÿре 188 килограмм пухса хĕрсен ушкăнĕнче чемпион ятне тивĕçнĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Яна Мохина /сăнÿкерчĕкре\ 48 килограмлă юниорсен ушкăнĕнче иккĕмĕш кăтартупа палăрнă.

 

Петр СИДОРОВ.

Петр СИДОРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.