Пукане-«Мисс»
Пурăннă тет Пукане. Сăнĕ унăн тĕнчери чи ăста ÿнерçĕ те ÿкерсе парайми, тĕнчери чи пултаруллă çыравçă та сăнарлайми хитре, кĕлетки Сăр хăви пек пиçĕ те яштака пулнă, куçĕсем шултра хура хурлăхан евĕр, çÿçĕ сăмала сĕрнĕ пекех хуп-хура пулнă, хĕвел çинче куçĕ те, çÿçĕ те, хĕрлĕ хурăн çырли пек хĕп-хĕрлĕ тути те çиçсе анчах тăнă. Ăна пурте «Мисс» тесе чĕннĕ, мĕншĕн тесен пĕр çулхине вăл илемлĕ пикесен ăмăртăвне хутшăннă та пурне те хăйĕн чиперлĕхĕпе тĕлĕнтерсе анратса янă.