Владимир ЛЕОНИДОВ
Хаваслăх, сывлăх парнелетĕр каникул!
Пур шкул ачи кĕтекен хаваслă çуллахи каникул çывхарать. Вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе пĕлÿ тĕнчинче вăй-хала шеллемесĕр тăрăшнăскерсем çу кунĕсенче çĕнĕ хăват илсе юлас тĕллевлĕ. Кунĕпех уçă сывлăшра пулма, пĕве, кÿлĕ хĕрринче канма, хĕвелпе хĕртĕнме вăхăт темĕн чухлех. Хула ачисем яла тăванĕсем патне кайма, аслашшĕ-асламăшĕн, кукашшĕпе кукамăшĕн ытамне лекме васкаççĕ. Пуринчен те ытла вĕсене çут çанталăк ырлăхĕ, тавралăх илемĕ, уçă сывлăш илĕртет. Юлташĕсемпе курнăçса калаçма та вăхăт çителĕклех пулĕ. Аслисене пахчара пулăшнине тата мĕн çиттĕр? Вăл та хăйне евĕр кану-çке.