Эпир кăмăллă яланах!

16 Çĕртме, 2016

Кĕçĕннисен ушкăнне çÿрекенсем кăна мар, ача сачĕн мĕнпур пепки паянхи куна ытти чухнехи пекех хаваслă ирттерчĕç. Тĕрлĕ вăйă вылярĕç, çĕнĕ юрă вĕренчĕç, садикрен инçех мар вырнаçнă катара пулса нумай курăк-чечекпе паллашрĕç… Кашни саманта каласа та пĕтереймĕн. Çав самантсем вара пурин асĕнче юлчĕç. Çавăнпах ĕнтĕ пепкесем: «Пире «Золушка» садикре питĕ килĕшет!» — теççĕ час-часах.

Чăннипех те хаваслă кунта. Ачасен ашшĕ-амăшĕ ĕçре чухне хăйсене лăпкă тытма пултарать — вĕсен пепкисем шанчăк-лă вырăнта. Ялти «Золушка» садик пурне те килĕшет. Унти воспитательсемпе няньăсем те ырă кăмăллă та маттур. Халĕ те акă вĕсем уçă сывлăша тухнă та пĕр-пĕринпе шăкăлтатса калаçаççĕ. Кĕçех хăйсем юратакан «Тетте» журнала алла илчĕç те унти юмахсемпе паллашрĕç, тĕрлĕ вăйă ытамне лекрĕç. Журнал килĕшнĕренех ăна кашни çырăнса илме тăрăшать.

«Эпир хаваслă яланах!» — теççĕ маттур та савăнăçлă пит-куçлă хĕрачасемпе арçын ачасем.

Владимир ЛЕОНИДОВ.

Муркаш районĕ,

Оринин.

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: «Пирĕн алăра — «Тетте» журналăн çĕнĕ кĕларăмĕ!» — теççĕ ачасем.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.