Вера ТИТОВА. http://chuvash.er.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.

23 Раштав, 2017

Чăваш Ен делегацийĕ парти съездне хутшăнать

Паян Мускавра "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин XVII съезчĕ малалла ĕçлет. Вăл ĕнер уçăлнă. Унта çĕршывăн 85 регионĕнчи 2500 пине яхăн çын пухăннă, çав шутра Чăваш Енри делегаци те пур. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та  партин съезчĕн ĕçне хутшăнать.