Чăваш Ен делегацийĕ парти съездне хутшăнать

23 Раштав, 2017

Паян Мускавра "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин XVII съезчĕ малалла ĕçлет. Вăл ĕнер уçăлнă. Унта çĕршывăн 85 регионĕнчи 2500 пине яхăн çын пухăннă, çав шутра Чăваш Енри делегаци те пур. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та  партин съезчĕн ĕçне хутшăнать.

Съездăн малтанхи кунĕнче партин программисемпе çичĕ дискусси лапамĕ ĕçленĕ. Туса иртернисене тишкернипе пĕрлех çитес çулхи плансене палăртнă. Паян пленарлă лару иртет. Партин ертсе пыракан органĕсене, Устава улшăну кĕртме палăртнă. 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас